Тутарстанра ейӳ кайма пуçласан 200 ытла яла шыв илме пултарать
Тутарстанра ейӳ кайма пуçласан 200 ытла яла шыв илме пултарассине пӗлтернӗ ТР вице-премьерӗ Рустам Нигматуллин. Çурхи шыв кайнипе 39 районти 220 ялта пурăнакан 13 000 çын шар курма пултарать. Сăлтавӗ – йăлтах кăçал юр нумай çуса тултарнипе.