Медиахолдинг пӗрремӗш класа каякансене саламларӗ
Августăн 22-мӗшӗнче «Татмедиа» агентствăра пӗрремӗш класа каякансене пуçтарчӗç. Пулас шкул ачисене ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев тата «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков саламларӗç. Вӗсене лайăх вӗренме, вӗренӳре çитӗнӳсем тума сунчӗç, канцеляри хатӗрӗсем тултарнă рюкзак парнелерӗç.