Медиахолдинг пӗрремӗш класа каякансене саламларӗ
Августăн 22-мӗшӗнче «Татмедиа» агентствăра пӗрремӗш класа каякансене пуçтарчӗç. Пулас шкул ачисене ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев тата «ТАТМЕДИА» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков саламларӗç. Вӗсене лайăх вӗренме, вӗренӳре çитӗнӳсем тума сунчӗç, канцеляри хатӗрӗсем тултарнă рюкзак парнелерӗç.
Кăçал агентствăра ӗçлекенсен çемйисенче çитенекӗн 51 ача пӗрремӗш хут парттă хушшине ларать. Хусанта çак кун 11 ачапа вӗсен ашшӗ-амăшӗ пуçтарăнчӗç.
Ачасем хăйсен пӗлӗвне, пултарулăхне тӗрлӗ конкурссенче тӗрӗслерӗç. «СалаваTiк» ушкăн хăнасем валли темиçе юрă шăрантарчӗ. Парне илекенсен хушшинче – «Сувар» хаçатăн веб-редакторӗн Оксана Бердникован хӗрӗ Ульяна пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев