News by tag - подписка 2021
-
«Сувар» вăл пирӗншӗн чăн-чăн энциклопеди пекех
Хисеплӗ «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем! Сирӗн хаçата Чăваш Республикинчи Çӗнӗ Шупашкар хулинче те юратса вулатпăр, çырăнса илетпӗр. Пуçласа «Сувар» ман алла 2011 çулхи декабрь уйăхӗнче лекрӗ. «Пӗрре курсах саврăм-ши?» юрăри пекех пулса тухрӗ. Çак хаçата юратасси çав 48-мӗш номертен пуçланчӗ. «Сувара» халӗ пӗрмаях çырăнса илетӗп, малти страницăран пуçласа вӗçне çитичченех юратса вулатăп. Маншăн çак хаçат чăн-чăн чăваш энциклопедийӗ пекех туйăнать. Пур номерне те пухса пыратăп, юлташсене те вулама паратăп.
-
Çырăнтару декади пуçланчӗ: «Сувара» йӳнӗ хакпа çырăнса ӗлкӗрӗр!
Раççей Почти апрелӗн 5-15-мӗшӗсенче çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 577 тенкӗ те 68 пуспа – çырăнма пулать.