«Сувар» вăл пирӗншӗн чăн-чăн энциклопеди пекех
Хисеплӗ «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем! Сирӗн хаçата Чăваш Республикинчи Çӗнӗ Шупашкар хулинче те юратса вулатпăр, çырăнса илетпӗр. Пуçласа «Сувар» ман алла 2011 çулхи декабрь уйăхӗнче лекрӗ. «Пӗрре курсах саврăм-ши?» юрăри пекех пулса тухрӗ. Çак хаçата юратасси çав 48-мӗш номертен пуçланчӗ. «Сувара» халӗ пӗрмаях çырăнса илетӗп, малти страницăран пуçласа вӗçне çитичченех юратса вулатăп. Маншăн çак хаçат чăн-чăн чăваш энциклопедийӗ пекех туйăнать. Пур номерне те пухса пыратăп, юлташсене те вулама паратăп.
ЧĂН-ЧĂН ЭНЦИКЛОПЕДИ ПЕКЕХ
Редакци ирттернӗ акцие хутшăнса парне выляса илтӗм
Хисеплӗ «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем! Сирӗн хаçата Чăваш Республикинчи Çӗнӗ Шупашкар хулинче те юратса вулатпăр, çырăнса илетпӗр.
Пуçласа «Сувар» ман алла 2011 çулхи декабрь уйăхӗнче лекрӗ. «Пӗрре курсах саврăм-ши?» юрăри пекех пулса тухрӗ. Çак хаçата юратасси çав 48-мӗш номертен пуçланчӗ. «Сувара» халӗ пӗрмаях çырăнса илетӗп, малти страницăран пуçласа вӗçне çитичченех юратса вулатăп. Маншăн çак хаçат чăн-чăн чăваш энциклопедийӗ пекех туйăнать. Пур номерне те пухса пыратăп, юлташсене те вулама паратăп. Нумай чухне тепӗр хут та тытса вулатăп.
Акă, тӗслӗхрен, ал айӗнче хаçатăн пӗр номерӗ. 1-мӗш страницăрах «Ташша яманни кăна» статья куçа илӗртет, часрах вулас килет. 2-мӗш страницăна уçатăн та «Çӗнӗ урам – çӗнӗ пурнăç» статьяра Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ пирки çырса кăтартнă. Çак ялта эпӗ пӗрре мар пулнă. Пуçласа Петӗр Хусанкай çуралнă яла 37 çул каялла çитсе курнăччӗ. Тепре вара икӗ çул каялла, коронавирус алхасма пуçличчен, экскурсипе кайса куртăм. Чăн та, мӗн тери илемлӗ те капмар çуртсем çак ялта! Çыннисем тата! Мӗн те пулин ыйтсан тулли кăмăлпа хуравлаççӗ. Чун-чӗре пахалăхӗ сыхланса юлнă пек туйăнать çак тăрăхри çынсен. Май пулсан тата та çитсе курасчӗ-ха Сиктӗрме-Хусанкай ялне.
3-мӗш страницăра «Тăхăрьялта миçе ял?» статья. Нумай пулмасть Пăва районӗнчи Элшелӗнче пулса курма тӳр килчӗ. Ку тăрăха çитнӗскер, Тăхăрьял музейне те кӗрсе тухма шутларăм, унти экспонатсемпе паллашрăм. Евгений Ильич Афанасьев музейпе туллин паллаштарчӗ. Çӳлерех асăннă статьяна вуласа тухсан хама тепӗр хут музейре пулса курнă пекех туйрăм.
8-мӗш страницăра Серте Мишшин «Пӗр каçра вуласа тухрăм» статйи пичетленнӗ. Автор унта Елена Мустаеван «Уй варринчи çинçе хăва» кӗнекине хакласа çырнă. Чăнах та питӗ чуна пырса тивекен кӗнеке ку, Елена Николаевна мана та парнеленӗччӗ ăна. Юратсах вуласа тухрăм.
«Верук тӗпелӗ» рубрика çав тери килӗшет. Çакăнти рецептсемпе ытларах кӗркунне, пахча çимӗç тулăхрах чухне, усă куратăп. «Кăштах кулăш» рубрика та кăмăла çӗклет.
Пӗтӗмлетсе каласан, «Суварта» питӗ маттур çынсем ӗçлени куçкӗрет. Пурне те ырлăх, сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп. Малашне те пире, вулакансене, çапла паха материалсем пичетлесе савăнтарсах тăрăр. «Сувар» пысăк малашлăхлă хаçат пек туйăнать мана.
Хаçата 2021 çулăн иккӗмӗш çур çулне çырăнса эпӗ те редакци ирттерекен акцие хутшăнма шутларăм, квитанцие редакцие ярса патăм. 32-мӗш номерте парне выляса илнисен хушшинче хамăн ята та курсан питӗ савăнтăм. Чӗререн тав паха парнешӗн! 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗ валли те çырăнатăп юратнă «Сувара»!
Рея ТИМОФЕЕВА.
Çӗнӗ Шупашкар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев