Раштавра çанталăка уйрăмах сăнамалла
Раштав – чиркӳ праçникӗсенчен чи пысăккисенчен пӗри шутланать. Христиан тӗнне ӗненекенсем ăна тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илеççӗ: Раштав типпи тытаççӗ, уяв умӗнхи каç чиркӗве каяççӗ, тутлă апат-çимӗç хатӗрлеççӗ. Раштав сӗтелли çинче вун иккӗрен кая мар тӗрлӗ апат пулмалла-мӗн.