Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Раштав ячӗпе саламлать

Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов республикăра пурăнакансене Раштав праçникӗ ячӗпе саламлать.

«Хисеплӗ православи тӗнне ӗненекенсем! Сире пӗтӗм чунтан акă ӗнтӗ 2 пин çул ытла ӗненекенсен чӗрисене хăйӗн нихçан сӳнмен çутипе ăшăтакан ырă та тӗлӗнмелле чаплă Раштав праçникӗ ячӗпе саламлатăп.  Апостолсем аякри Палестинăран пӗтӗм тӗнче тăрăх сарнă ырă хыпар миллионшар çынна çăлăнма тата ӗмӗр пурăнма шанăç парнеленӗ, кашни христианăн шăпипе этемлӗхӗн историйӗн çулне улăштарма пултарнă. Кун пирки 19-мӗш ӗмӗрте вырăссен паллă поэчӗ Лев Мей çав тери тӗрӗс çырнă: «Мир искупленья ожидал – и в бедных яслях Вифлеема, под песнь хвалебную Эдема, младенец дивный воссиял».

Чăн тӗрӗслӗхе тата Иисус Христосăн хӗрес çинчи паттăрлăхне чунпа ăнланса тӗрлӗ çӗршывсемпе континентсенче пурăнакан çынсем ӗненӳре чи çӳле çитсе чăн-чăн ирӗклӗх туйса илме, Туррăн ыр кăмăллăхпа юрату урокӗсене илме пултарнă. Православи тӗнне ӗненекенсемшӗн Раштав вăл яланах савăнăçлă тӗлӗнтермӗше кӗтни, çав тӗлӗнтермӗш вара чăннипех пурнăçланса кулленхи пурнăçа чăн-чăн уяв илсе килет: аслă чиркӳри кӗлӗ, çемьепе сӗтел тавра пуçтарăнни, ачасен хаваслă кулли, чун канăçӗ тата хăтлăх. Паянхи çăмăл мар саманара пире шăпах çакă кирлӗ те.

Тӗрлӗ чӗлхепе калаçакан, тӗрлӗ тӗне ӗненекен халăхсен хушшинчи туслăхпа килӗшӗве чи малти вырăна хуракан Тутарстанра Раштава, ытти тӗн уявӗсем пекех, пӗр-пӗрне хисеплесе, ырă сунса палăртатпăр.

Иртнӗ çул Тутарстанра тӗн тӗнчинче тӗрлӗ пулăмсемпе пуян пулчӗ. Чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри – Турă Амăшӗн мăнастирӗн çӗнӗрен чӗртсе тăратнă Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн соборне Мускав тата Руç Патриархӗ Кирилл светить туни. Ку пирӗн пӗрлехи çитӗнӳ, çакă Тутарстанра пурăнакансем пурте ăс-хакăл тӗлӗшпе аталаннине, нацисемпе тӗнсен хушшинчи килӗшӳшӗн тăрăшнине пӗлтерет.

Çӗнӗ çул пирӗн иксӗлми хăвата тата та ытларах уçасси, республикăна тата пиртен кашнине асра юлмалла çӗнтерӳсем парнелесси пирки пӗрре те иккӗленместӗп. Раштавра пурне те чӗререн савăнăçлă кăмăл-туйăм, оптимизм, çирӗп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!» – тенӗ Рустам Нургалиевич хăйӗн саламӗнче.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники православие Рождество