Тӗрӗслӗхре пирӗн вăй
КУКРЫНИКСЫ, Александр Родченко... – тата ытти паллă ӳнерçӗсен плакачӗсене ачаран пӗлетпӗр (сăмах май, КУКРЫНИКСЫ ушкăнри М. Куприянов пирӗн ентеш, Теччӗре çуралса ӳснӗ). Уйрăмах революци хыççăн, колхоз тунă вăхăтра, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пынă чухне питӗ вирлӗ картинăсем ӳкернӗ. Вӗсем чăннипех халăха чăмăртанма, партипе правительство ума лартнă задачăсене пурнăçлама, Тăван çӗршывăн тăшманӗсене хирӗç кар тăма агитациленӗ.