Пӗрин шалăвӗ 23 пинпе танлашнă чух теприне 300 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр
Ӗçлекен кирлӗ, анчах мӗн чухлӗ тӳлеме хатӗр-ха ӗç паракансем. Асăннă виçӗ отрасле илес пулсан, производствăра 23 пин, строительствăра 32 пин, транспорт предприятийӗсенче 27 пин тенкӗ тӳлеме шантараççӗ. Паллах, паянхи пурнăç хакне илсен ку нумай мар. Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви çирӗплетнӗ тăрăх, вăтам ӗç укçи Тутарстанра паян 38 пин тенкӗпе танлашать. Паллах, ку чăн пурнăçпа килсе тăмасть. Пуянсемпе чухăнсен ӗç укçине пӗрлештерсен,паллах, çакăн пек цифра куратпăр. Камсене пысăк ӗç укçи тӳлеççӗ-ха?