Кашни виҫҫӗмӗш инвалида ӗҫпе тивӗҫтернӗ
Ҫулталӑкне Тутарстанра 10 пине яхӑн сусӑр ҫынна ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ
Тутарстанри ӗҫлеме пултаракан 88 пин ивалидран 27 пинӗшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен ТР ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова журналистсене пӗлтернӗ.
33,5 процент Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗшӗн пысӑк кӑтарту. Тутарстанра ҫулсерен 10 пине яхӑн сусӑр ҫынна ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑсем пулӑшнипе 3,5 пин ҫынна яхӑн ӗҫ тупса параҫҫӗ.
Паян Тутарстанра инвалидсене пӗлӳ парса ӗҫе хатӗрлеме пултаракан 35 вӗрентӳ организацийӗ ӗҫлет. Кашни инвалид пуҫне 4 ваканси пур.
"Татар-Информ" агентствон сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев