News by tag - Сувар – 30
-
Пирӗн авторсем: эсир пуррипе хаçатăмăр пуян
«Сувар» хаçатăн пӗр номерӗ те штатра тăман авторсен материалӗсемсӗр тухмасть. Çакна асăрханă-и эсир, хаклă вулакансем? Чăнах та çапла вӗт. Редакци папки пӗрре те пушă тăмасть пирӗн: тӗрлӗ çӗртен тӗрлӗ хайлав вӗçсе килсех тăрать редакци почти урлă. «Суварпа» туслă çыхăну тытакан авторсене чӗререн тав тăвас килет: эсир пуррипе хаçат пуян, тӗрлӗ енлӗ, илемлӗ тухать. Паян вара, хаçатăн юбилейӗ умӗн, вулакансене чи хастар авторăмăрсемпе паллаштарас килет. Паллах, кунта хаçата çыракан пӗтӗм автор пирки каласа паман, вӗсем питӗ нумайăн пирӗн. Юлашки çулсенче «Суварпа» тачă çыхăну тытаканнисем вара шăпах çаксем. Тавтапуç сире, тусăмăрсем! Çак туслăх малашне те аталансах пытăрччӗ.
-
Пар аллуна, тăван хаçат «Сувар»!
Тутарстанри чăвашсен хаçачӗн 1-мӗш номерӗ 1993 çулхи август уйăхӗнче кун çути курнă. 1994 çултан вара вăл эрнесерен тухма пуçланă. 30 çул Хусанта пичетленсе эрнесерен вулакан патне васкать вăл. Халӗ, чылайранпа ӗнтӗ, республикăри чăвашсем патне кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне те çитет. «Сувара» Чăваш, Пушкăртстан, Марий Эл республикисенче, Ульяновск, Самара, Челябинск, Ленинград облаçӗсенче çырăнса илсе вулаççӗ. Аса илер-ха хаçатăмăрăн малтанхи утăмӗсене.
-
Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатăн коллективӗ тата тӗп редакторӗ Юрий Михайлов «Сувар» хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани
Пуçарăвăрсем ăнса пыччăр, чапăр хушăнсах тăтăр, кăмăл пуянлăхӗ нихăçан та ан йăштăр. Вăрăм та çутă кун-çул сире! Çав çула савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та пирӗн пӗрле утмалла пултăр. Пӗрле чухне эпир вăйлă та тӗреклӗ. Çакна яланах асра тытар, тăвалла пулсан та малаллах утар.
-
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин «Сувар» хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани
Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗнчен тата хам ятран «Сувар» республика хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене хаçат 30 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатăп!