Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин «Сувар» хаçата 30 çул тултарнă ятпа саламлани

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗнчен тата хам ятран «Сувар» республика хаçат редакцийӗн ӗçченӗсене хаçат 30 çул тултарнă ятпа чӗререн саламлатăп!

«Сувар» паянхи кун Тутарстан чăвашӗсене пӗрлештерсе тăракан чи вăйлă хатӗрсенчен пӗри, ытти регионсенче пурăнакан йăхташăмăрсемшӗн те вăл çывăх тус, тăван. Çакна ăçта кайсан та илтме тӳр килет. Ку паллах савăнтарать те, мăнаçлăх та чунра çуратать. 


«Сувар» 118 çул каялла Хусанта йӗркеленнӗ «Хыпар», каярах «Канаш», «Хӗрлӗ ялав» хаçатсен ырă йăлисене тӗпе хурса малалла аталанать. Паянхи кун тӗнчери, çӗршыври лару-тăру çинчен эпир интернетри хыпар ресурсӗсенчен те вуласа пӗлме пултаратпăр. Çапах пичет кăларăмӗ пурри питӗ кирлӗ. Хаçат пурри — чăваш халăхӗн хăйхалăхӗшӗн, тăван чӗлхемӗре, культурăпа йăла-йӗркесене упраса хăварассишӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Ăна упраса хăварасси, халăхра сарасси — кашни чăвашăн тивӗçӗ. 


Редакци ӗçченӗсене кулленхи çăмăл мар, анчах шутсăр кирлӗ те интереслӗ ӗçӗшӗн тав туса чун-чӗререн пысăк çитӗнӳсем, ăнăçу, творчествăра хавхалану, харпăр пурнăçра телейпе сывлăх сунатăп! Калемӗр малашне те çивӗч пултăр, хисеплӗ суварçăсем! 


Дмитрий САМАРЕНКИН,


ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР ЧНКА


Канашӗн председателӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сувар – 30