Паснапуçӗнче Çимӗке анлăн уявларӗç
Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç ялӗнче Çимӗке пит анлă ирттернӗ. Кун пирки пире ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗн пайташӗ Г.В.Кудряшова пӗлтерчӗ. Ялти Культура çурчӗн заведующийӗ Лидия Петровна Герасимова пуçарнипе ял-йыш, хăнасем валли çав тери хитре уяв йӗркеленӗ. Ялти шкулăн директорӗ Галина Васильевна Кудряшова пулăшса пычӗ. Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин Çимӗкпе саламласа сăмах тухса каларӗ.