Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паснапуçӗнче Çимӗке анлăн уявларӗç

Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç ялӗнче Çимӗке пит анлă ирттернӗ. Кун пирки пире ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрелӗнчи уйрăмӗн пайташӗ Г.В.Кудряшова пӗлтерчӗ. Ялти Культура çурчӗн заведующийӗ Лидия Петровна Герасимова пуçарнипе ял-йыш, хăнасем валли çав тери хитре уяв йӗркеленӗ. Ялти шкулăн директорӗ Галина Васильевна Кудряшова пулăшса пычӗ. Çӗпрел район администраци пуçлăхӗн çумӗ Алексей Егорович Ярухин Çимӗкпе саламласа сăмах тухса каларӗ.

Паснапуçсем халăх йăлисене те, историе те аса илчӗç. Чи кирли, пӗлтерӗшли – уявра ачасем йышлăн пулчӗç, хастар хутшăнчӗç. Шанас килет, вӗсем çитӗнсе çитсен те 2026 çулта Паснапуçӗнче Çимӗке уявланине асра тытӗç. 

Лидия Герасимова ертсе пыракан «Пасна» фольклор коллективӗ хăйӗн пултарулăхӗпе, ӗлӗк­рен юрлакан илемлӗ юрăсемпе, çӗнӗ тумӗсемпе савăнтарчӗ. Уява пуçласа тытса пынă çӗрте те хас­тар пулчӗ коллектив. 

Паллах, йӗркелӳçӗсене ук­çа-тенкӗ енчен тӗрев паракан пулмасан çакăн пек чаплă мероприяти ирттерме çăмăлах пулмӗччӗ. Куншăн ырă кă­мăллă ентешсене – Виктор Александро­вич Юманова, Анатолий Николае­вич Юманова, Сергей Юрьевич Порфирьева, Ирина Васильевна Порфирьевăна, Валерий Васильевич Мишкина, Андрей Петрович Осипова, Анатолий Васильевич Степанова – тав тумалла.

Çак çынсен йăх тымарӗсем Чăваш Паснапуçӗнчен пыраççӗ, чылайăшӗ хăй çак ялта çуралса ӳснӗ. Халӗ вӗсенчен пӗрисем Ульяновскра, теприсем Хусанта пурăнаççӗ. Апла пулин те, ялта вӗсем пурте паснапуçсем – ял-йыш çитӗнӗвӗшӗн савăнаççӗ, ялта лайăхрах, интереслӗрех пултăр тесе тăрăшаççӗ.

И.Порфирьева сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашские традиции обряды и традиции троица