Çуллахи каникул вăхăтӗнче ачасен прависене хӳтӗлекен хӗрӳ лини ӗçлет
Тутарстан Республикинчи ачасен прависемпе ӗçлекен уполномоченнăйӗ çуллахи сывлăха çирӗплетмелли кампани умӗн «Лето с Уполномоченным» çӗнӗ проект пуçланни пирки пӗлтернӗ. Пуçарăвăн тӗллевӗ – республикăра ача-пăча канăвӗн хăрушсăрлăхне тата пуянлăхне тивӗçтересси.