Çуллахи каникул вăхăтӗнче ачасен прависене хӳтӗлекен хӗрӳ лини ӗçлет
Çӗнӗ хыпарсем

Çуллахи каникул вăхăтӗнче ачасен прависене хӳтӗлекен хӗрӳ лини ӗçлет

Тутарстан Республикинчи ачасен прависемпе ӗçлекен уполномоченнăйӗ çуллахи сывлăха çирӗплетмелли кампани умӗн «Лето с Уполномоченным» çӗнӗ проект пуçланни пирки пӗлтернӗ. Пуçарăвăн тӗллевӗ – республикăра ача-пăча канăвӗн хăрушсăрлăхне тата пуянлăхне тивӗçтересси.

Проект шайӗнче МАКС мессенджерта ятарлă хӗрӳ лини тата çыхăну каналӗ хута каять. Çак сервиссем çуллахи кашни уйăхăн пӗрремӗш эрнинче ӗçлӗç: июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен, июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен тата августăн 3-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен. Республикăра пурăнакансем ачалăха хӳтӗлес тата çуллахи канăва йӗркелес ӗçри йывăрлăхсем çинчен пӗлтерме тата консультаци илме 8 (843) 236-61-64 телефонпа е МАКС мессенджерта 8-987-405-96-13 номерпе пултарӗç.

«Пирӗн республика çу кашни ачашăн çӗнӗ майсен вăхăчӗ пултăр тесе мӗн кирлине пурне те тăвать», – палăртнă ТР ача прависен уполномоченнăйӗ Светлана Захарова.

 


день защиты детей Уполномоченный по правам ребенка

Нет комментариев