Мӗн çинчен пулӗ-ши вăл «Асамлă вырсарникун?»
«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта пуçарса ярсан Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем те хутшăнасси пирки иккӗленӳ пулмарӗ. Чăнах та, нумай кӗттермерӗç – заявка çитрӗ те. Креативлă, интереслӗ пынă вӗсем умне лартнă задачăна пурнăçласси патне.