Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксен паттăрлăхне халалланă курав

Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче майăн 5-мӗшӗнче «Паттăрсемпе çапăçусем çинчен» курав экспозицийӗ уçăлчӗ. Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă.

Куравра çапăçусене хутшăннă салтаксен, нимӗçсем аркатнă хуласен, Хӗрлӗ Çар хӗç-пăшалӗсен сăнӳкерчӗкӗсене тăратнă. Экспонатсенчен ытларахăшӗ 1943 çулта пулса иртнӗ тӗп çапăçусемпе çыхăннă.

Курава чи малтан пырса куракансем Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗç. Вӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсем çинчен каласа пачӗç. Çамрăк артистсем концерт программине –вăрçă темипе çыхăннă интереслӗ номерсене – тӗрлӗ чӗлхепе хатӗрленӗ. Вырсарни шкулӗн Сильвия Чаркина ертсе пыракан чăваш уйрăмӗнче вӗренекенсем те хутшăнчӗç мероприятие, тăван чӗлхепе сăвăсем каларӗç, юрларӗç.

Курав  майăн 12-мӗшӗччен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗк addnt.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Победы ДДН воскресная школа