Тутарстанăн çулталăк тухтăрӗ – Анна Тимофеева
Тухтăр вăл – професси мар, шăпа пӳрнӗ мисси тетпӗр час-час шур халатлă ангелсем пирки сăмах хускатсан. Чăн та, ку профессире ӗçлеме питӗ пысăк чăтăмлăх, хăюлăх, яваплăх илме пӗлни тата, паллах, тарăн пӗлӳ кирлӗ. Хăш чух куç тӗлне медицина историйӗпе статьясем çаклансан вуласа тухатăн та тӗлӗнсе каятăн авалах этем паян чи çӗнӗ технологисем пулăшнипе диагностика туса палăртнă чирсенчен сиплеме тăрăшнинчен. Вӗсен ылтăн аллисем УЗИ те, МРТ та, ытти те пулнă. Гиппократпа (пирӗн эрăчченех пурăннă) Авиценнăран пуçласа Сеченов, Пирогов, Бурденко пек ученăй тухтăрсем хăйсен пурăнакан вăхăтран маларах пынă. Вӗсен вӗрентӗвӗсем, тӗпчевӗсем тата сиплев практики выртать те ӗнтӗ медицина аталанăвӗн никӗсӗнче. Мирлӗ пурнăçра та, вăрçăра та – вӗсем ялан этемлӗх сывлăхӗшӗн кӗрешӳре передовойӗнче.