Тутарстанăн çулталăк тухтăрӗ – Анна Тимофеева
Тухтăр вăл – професси мар, шăпа пӳрнӗ мисси тетпӗр час-час шур халатлă ангелсем пирки сăмах хускатсан. Чăн та, ку профессире ӗçлеме питӗ пысăк чăтăмлăх, хăюлăх, яваплăх илме пӗлни тата, паллах, тарăн пӗлӳ кирлӗ. Хăш чух куç тӗлне медицина историйӗпе статьясем çаклансан вуласа тухатăн та тӗлӗнсе каятăн авалах этем паян чи çӗнӗ технологисем пулăшнипе диагностика туса палăртнă чирсенчен сиплеме тăрăшнинчен. Вӗсен ылтăн аллисем УЗИ те, МРТ та, ытти те пулнă. Гиппократпа (пирӗн эрăчченех пурăннă) Авиценнăран пуçласа Сеченов, Пирогов, Бурденко пек ученăй тухтăрсем хăйсен пурăнакан вăхăтран маларах пынă. Вӗсен вӗрентӗвӗсем, тӗпчевӗсем тата сиплев практики выртать те ӗнтӗ медицина аталанăвӗн никӗсӗнче. Мирлӗ пурнăçра та, вăрçăра та – вӗсем ялан этемлӗх сывлăхӗшӗн кӗрешӳре передовойӗнче.
Тухтăр вăл – професси мар, шăпа пӳрнӗ мисси тетпӗр час-час шур халатлă ангелсем пирки сăмах хускатсан. Чăн та, ку профессире ӗçлеме питӗ пысăк чăтăмлăх, хăюлăх, яваплăх илме пӗлни тата, паллах, тарăн пӗлӳ кирлӗ. Нумай мӗн кирлӗ пулӗ, пуринчен те хакли – çынна юратса чунтан парăнса ӗçлени. Этемлӗх аталанса пынă май çынсен ыратăвӗпе чирпе асапланнине сӳрӗккӗн пăхма пултарайманнисем медицинăна аталантарса пынă. Этемлӗх сывлăхӗн хуралӗнче тăраканскерсем авалтан пуçласа паян кунччен мӗн чухлӗ çын пурнăçне çăлса хăварнине каласа пӗтерме çук. Спилев ăсталăхне Турă хăй парать пулинех вӗсене. Хăш чух куç тӗлне медицина историйӗпе статьясем çаклансан вуласа тухатăн та тӗлӗнсе каятăн авалах этем паян чи çӗнӗ технологисем пулăшнипе диагностика туса палăртнă чирсенчен сиплеме тăрăшнинчен. Вӗсен ылтăн аллисем УЗИ те, МРТ та, ытти те пулнă. Гиппократпа (пирӗн эрăчченех пурăннă) Авиценнăран пуçласа Сеченов, Пирогов, Бурденко пек ученăй тухтăрсем хăйсен пурăнакан вăхăтран маларах пынă. Вӗсен вӗрентӗвӗсем, тӗпчевӗсем тата сиплев практики выртать те ӗнтӗ медицина аталанăвӗн никӗсӗнче. Мирлӗ пурнăçра та, вăрçăра та – вӗсем ялан этемлӗх сывлăхӗшӗн кӗрешӳре передовойӗнче.
Паянхи кун ак нумайăшӗ ятарлă çар операцийӗн зонинче талăкӗ-талăкӗпе канмасăр салтаксен пурнăçне çăлса хăварассипе ӗçлет. Ку чăн-чăн паттăрлăх. Хисепе тивӗç.
Тутарстанра медицина ӗçченӗсене республика шайӗнче «Врач года – Ак чэчэклэр» церемони ирттерсе тав тăвасси тахçанах йăлана кӗнӗ. 18-мӗш хут иртрӗ вăл июнӗн 24-мӗшӗнче. «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче шур халатлисене чыслама пуçтарăнчӗç. Кăçал церемоние улшăнусем кӗртсе çӗнетни палăрчӗ. Иртнӗ çулсенче вăл «Казань Экспора» иртнӗччӗ. Ку пӗрремӗш улшăну.

Иккӗмӗшӗнчен, церемоние хутшăнма кандидатсене суйласси улшăннă. Вӗсене медучреждени шайӗнче медиксемпе пациентсем сасăлани тăрăх суйланă, унтан çӗнтерӳçӗсене республикăн ертӳçӗ клиникисене ярса унта экспертсем хăйсен конкурсне ирттернӗ. Çак тапхăрта клиника 3 çӗнтерӳçӗне (пӗрне хăйсен больницинчен, иккӗшне шефа илнӗ районсенчи медучрежденисенне) суйласа илсе ТР Сывлăх сыхлав министерствине янă. Çӗнтерӳçӗсене министерство çумӗнчи Обществăлла канаш палăртнă.
Виççӗмӗшӗнчен, йăлари «Легенда здравоохранения» номинацие «Верность професси» тесе улăштарнă. Ку номинацире финала 3 тухтăр тухнă, кашни республикăн сывлăх сыхлав аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ.
Унсăр пуçне тата 3 номинаци хушăннă – «Милосердие и забота» (вăтам профессилле пӗлӳ илнисем валли), «Молодая гвардия» (5 çултан сахал мар, 8 çултан ытла мар ӗç стажӗллӗ специалистсем валли), «Синергия здоровья: сила команды в действии» (медицина пӗрлешӗвӗсем валли).

Церемоние ТР сывлăх сыхлав министрӗ Альмир Абашев уçрӗ. Хăй сăмахӗнче вăл залра отрасль ветеранӗсем тата вӗсен опычӗ çине таянса ӗçлекен çамрăк специалистсем ларнине асăрхарӗ. «Республикăри тухтăрсене çын пурнăçне сыхласа хăварассине тӳпе кӗртнӗшӗн тав тăвас килет. Тата уйрăммăн ТР Правительствине, Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова, инфраструктура проекчӗсене, кашнин аталанăвне тӗрев панăшăн», – терӗ министр.
Альмир Абашев çынсене медицина пулăшăвӗ парассипе республика çӗршывра ертӳçӗ регионсен шутне кӗнине палăртрӗ. Çакна вăл нацпроектсен лайăх пурнăçланăвӗпе çыхăнтарса Раççей Правительствипе РФ Президентне Владимир Путина та асăнса тав турӗ.
«Врач года – Ак чэчэклэр» церемонире патшалăх власть органӗсен, профильлӗ вӗрентӳ учрежденийӗсен представителӗсем, ятлă врачсем тата ыттисем пулчӗç. Çавсен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председатель тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов, ДРКБ тӗп тухтăр çумӗ Лилия Басанова, медицина сестрин ӗçӗн управленийӗн штатра тăман тӗп специалисчӗ, ТР Медсестрасен ассоциацийӗн президенчӗ Татьяна Ванюшина, Тутарстанăн штатра тăман тӗп терапевчӗ Диана Абулганиева (шăпах вăл «Молодая гвардия» номинаци çӗнтерӳçисене палăртаканни пулчӗ. Конкурса хутшăннисем пурте талантлă та пултаруллă специалистсем пулнине кура жюри пӗр саслăн пулса абсолютлă çӗнтерӳçе палăртман, кашнине лауреат тунă) тата ыттисем пулчӗç.

Кашни номинант пирки нумай çырма пулать. Вӗсем пурте хисеппе пысăк тава тивӗçлӗ. Çын пурнăçне çăлса хăварнипе çыхăннă историйӗсем вара калавсемпе повеçсен сюжечӗ пулма тивӗçлӗ. Çӗнтерӳçӗсене саламланă хушăра сцена çине Тутарстанăн паллă артисчӗсем тухса хăйсен юррисемпе савăнтарчӗç. Тухтăрсем хăйсем те ӗçтешӗсем валли сюрпризсем хатӗрленӗ. Артистсемпе тан сцена çине Çырчаллинчи 5-мӗш хула больницин тухтăрӗсем тухрӗç, унтан ача-пăча хорӗпе пӗрле Республикăн инфекци больницин тӗп тухтăрӗ Айдар Багаутдинов тухрӗ. СВОра тухтăр службине пурнăçлакансен мăшăрӗсем юрлама тухсан зал ура çине тăрса вӗсене тав турӗ.

Виçӗ номинацире çӗнтерӳçӗсене ăнсăртран майпа 9 çулти Радмир ятарлă тумбăран конвертсем туртса кăларса палăртрӗ. Шалти сисӗмӗ ăна кирлӗ конверта тыттарчӗ пулӗ кашнинче. Ун историйӗ чăннипех тӗлӗнтермӗш. ДРКБ тухтăрӗсем ăна çăлса хăварни паттăрлăх. Ун чирӗ ахаль шăнса пăсăлни евӗр пуçланса çивӗч лейкоз пулнине кăтартнă. Çапах тухтăрсем ăна вилӗм аллинчен туртса кăларнă-кăларнах. Больницăра выртнă 220 кунра 5 операцие чăтса ирттернӗ вăл, 17 кун ИВЛ çинче пулнă чух тухтăрсем унăн пуç мимине юн кайнипе, хырăмлăх некрозӗпе, сесписпа тата ытти инкекпе кӗрешни çӗнтерӳпе вӗçленнӗ.
«Врач года» номинацин çӗнтерӳçине Марат Ахметова пӗлтерме чыс тухрӗ. «Ку пирӗн йăлари церемони, чи пархатарлă професси представителӗсене пысăк хисеп тăвассипе уйрăлса тăракан атмосферăллă уяв. Йăлт лайăх чухне сирӗн ӗçӗр курăнмасть те пек. Сывă чухне. Анчах шăпах эсир халăхăмăрăн сывлăх хуралӗнче тăратăр. Ку задачăна пысăк профессилӗхпе пурнăçласа пыратăр», – терӗ Марат Ахметов. Ун сăмахӗсем хыççăн Радмир барабана çавăрса ячӗ. Марат Ахметов конверта уçса çӗнтерӳçӗ ятне вуларӗ. Вăл штатра тăман тӗп ача-пăча анестезиологӗ-реаниматологӗ Анна Тимофеева пулчӗ.

Анна Тимофеева 2011 çулта Чăваш Патшалăх университетӗнче медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнине пӗлсен пуçа тӳрех вăл чăваш пулма пултарасси килсе кӗчӗ. Апла унпа паллашмаллах тесе йышăнтăм ятне илтсен.
Анна Тимофеева ертӳçӗ наукăпа çынна кризислă самантра пулăшассине сыпăнтаракан специальноçа шутласа йышăннă.
2014 çултанпа вăл ДРКБра ӗçлет. Ӗçтешӗсем Тимофеева кăткăс лару-тăрура çухалса кайманнине, хăйне çирӗп тытма пултарнине тата çак профессилле çирӗплӗхе пăхмасăрах питӗ те ырă чунлă çын пулнине каларӗç. Вăл протокол шайӗнчен тухма хăрамасть, час-час районсене санитари авиацийӗпе тухса çӳрет. Ун пурнăç девизӗ – «Пулăшу ыйтма ан хăра тата пӗрремӗш пулса пулăшма та ан хăра».
«Ку награда – ДРКБра ӗçлекенсен пурин тивӗçӗ. Эпир кашни кун пурнăç çăлассипе ӗçлетпӗр. Эп хамăн профессие юрататăп, ача-пăча кулнине юрататăп тата ачасем йывăр операци хыççăн куç уçнă самантсене. Çӗнтерессе шутламан та, ман шутпа, конкурса хутшăннисем пурте çӗнтерӳçӗсем», – терӗ кăçалхи çулталăк тухтăрӗ.

Сăнӳкерчӗксем: Владимир Васильев (Татар-информ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев