News by tag - Яковлевские чтения
-
Анат Камăра «Яковлев вулавӗсем» иртрӗç
Анат Камăри 34-мӗш гимназире апрель уйăхӗнче çулсерен «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ. Вăл кашни çулах чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунӗ умӗн иртет. Кăçал 34-мӗш чăваш гимназийӗ ку конференцие хутшăнакансене апрелӗн 17-мӗшӗнче йышăнчӗ.
-
«Яковлев вулавӗсем» вӗренекенсен регионсен хушшинчи конференцине хутшăнас текенсен апрелӗн 4-мӗшӗччен заявка памалла
Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернат никӗсӗнче «Яковлев вулавӗсем» вӗренекенсен регионсен хушшинчи конференцийӗ (чăваш шкулӗсем валли) иртет. Конференцин куçăн мар тапхăрӗ мартăн 18-мӗшӗнчен пуçланнă, вăл апрелӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Куçăн тапхăр вара апрелӗн 15-мӗшӗнче иртет.