Анат Камăра «Яковлев вулавӗсем» иртрӗç
Анат Камăри 34-мӗш гимназире апрель уйăхӗнче çулсерен «Яковлев вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ ирттересси çирӗп йăлана кӗчӗ. Вăл кашни çулах чăваш халăхӗн Аслă Вӗрентекенӗн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунӗ умӗн иртет. Кăçал 34-мӗш чăваш гимназийӗ ку конференцие хутшăнакансене апрелӗн 17-мӗшӗнче йышăнчӗ.
Конференцин тӗллевӗ — шкул ачисенче ăслăлăх тӗпчевӗсем тума творчествăлла кăсăклану çуратасси, ăна аталантарасси тата ачасене хавхалантарасси. Мероприятие Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗпе, Анат Кама муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ управленийӗпе тата Анат Камăри 34-мӗш гимназипе пӗрле йӗркелесе ирттерет.

Куçăн мар тапхăрта Анат Камăри тата Тутарстан Республикин пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацийӗсенчи вӗренекенсен тата педагогсен 247 ӗçне пăхса тухнă. Куçăн тапхăра 200 çын хутшăнчӗ. Пурӗ 5 секци ӗçлерӗ.

Мероприятие Анат Кама муниципаллă районӗн Вӗрентӳ управленийӗн пуçлăх çумӗ А.Р.Рамазанова, вырăнти «Вӗрентӳ тытăмӗн ветеранӗсем» ветерансен организацийӗн председателӗ Р.Г.Галиахметов, Анат Кама районӗн Туслăх Çурчӗн директор çумӗ Г.М.Сабирова, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Т.А.Наговицина хутшăнчӗç.

Конференцие Анат Кама, Çырчалли хулисенчен, Пӗтреç, Актаныш, Аксу, Пӗкӗлме, Мӗслӗм, Лайăш, Нурлат, Элмет, Рыбно-Слободски, Чистай, Тукай районӗсенчен вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшăнчӗç.
Людмила ИЛЬГУЗИНА.
Анат Кама.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев