Тухтăрсем шăрăх çанталăка ăнăçлă чăтса ирттерме пулăшакан сӗнӳсем параççӗ
Мӗн çинчен манмалла мар-ха шăрăхра? Çулланнă çынсен, шала кайнă чирпе аптракансен врач хушнă эмелсене палăртнă пек ӗçсех тăмалла. Хӗвел хытă хӗртнӗ вăхăтсенче – 11-тен пуçласа 17.00 сехетчен – пит кирлӗ пулмасан урама тухмалла мар. Тухма лекрӗ-тӗк – ирӗклӗ, сывлакан материалтан çӗленӗ тум, пуçа шлепке тавраш тăхăнмалла, пӗрле ӗçмешкӗн таса шыв илмелле. Урамра çӳресен-çӳресен кондиционер пур çӗре кӗрсе сывлăш çавăрса ямалла.