Сывлăш температури 34 градус таран хăпарать
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлăш температури 34 градус таран хăпарать

Паян республикăра улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ çанталăк. Кӑнтӑрла аслатиллӗ çумӑр çума пултарать. Çил хӗвеланӑçран çеккунтра 5-10 метр, вырӑн-вырӑнпа 13 метр таран, аслатиллӗ çумӑр вăхăтӗнче 15-20 метра çитме пултарать. Сывлӑш температури кӑнтӑрла 29-34 градус таран хăпарать.

Эрнекун кӑнтӑрла каллех аслатиллӗ çумӑр çума пултарнине пӗлтереççӗ синоптиксем. Сывлӑш температури çӗрле 16-21 градус пулать, кӑнтӑрла 28-33 градус таран хăпарать.


Погода жара

Нет комментариев