Мамадышра «SunnyФЕСТ» фестиваль иртет
Хӗллехи экстрима кăмăллакансем çак канмалли кунсенче Мамадышра пуçтарăнӗç. Кунта креативлă çунасен «SunnyФЕСТ» фестивалӗ пулать. Кăçал вăл ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă «Зима в Татарстане» республикăри анлă проект шайӗнче иртет. Кун пирки журналистсене ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов, Мамадыш районӗн ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Артур Ефимов тата Тутарстанри хуласене аталантармалли институтăн пулăм программисен кураторӗ Данил Данилов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.