Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мамадышра «SunnyФЕСТ» фестиваль иртет

Хӗллехи экстрима кăмăллакансем çак канмалли кунсенче Мамадышра пуçтарăнӗç. Кунта креативлă çунасен «SunnyФЕСТ» фестивалӗ пулать. Кăçал вăл ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнă «Зима в Татарстане» республикăри анлă проект шайӗнче иртет. Кун пирки журналистсене ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов, Мамадыш районӗн ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Артур Ефимов тата Тутарстанри хуласене аталантармалли институтăн пулăм программисен кураторӗ Данил Данилов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

«Февралӗн 7-мӗшӗнче питӗ илӗмлӗ тата анлă уяв кăçал вуннăмӗш хут иртет. Унта Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен, Тутарстанран командăсем хутшăнаççӗ, пиншер çын фестивале курма килет. Хальхи вăхăтра юлашки хатӗрленӳсем пыраççӗ», – пӗлтерчӗ Артур Ефимов.

Республикăн визит карточкисенчен пӗри пулса тăнă мероприяти çулсерен  хулан тӗп лапамӗнче пултаруллă ăстасене тата пин-пин куракана пухать. Кăçал  вăл 10.00 сехетре пуçланать. Кашни çул тӗрлӗ çунасем хатӗрлеççӗ унта хутшӑнакансем. Ку ăмăрту кăна мар, çемьесемшӗн пысăк уяв та.

Сергей Иванов Тутарстан предприятийӗсене фестивале хутшăнма чӗнчӗ. Çуна ăстала унта хутшăнни коллектива пӗрлештермелли лайăх май пулнине палăртрӗ. ТР Туризмпа патшалăх комитечӗ фестивале кăçал та  хутшăннине пӗлтерчӗ.

Кӗрешӳ тӗрлӗ номинацисемпе иртет, вӗсен хушшинче йăлана кӗнисем те пулӗç, сăмахран  «Где это видано?!», «Как по маслу!», «Докатились!» Çавăн пекех кăçал «Зима в Татарстане» проект шайӗнче пӗрремӗш хут ятарлă парне йӗркеленине Данил Данилов каласа пачӗ. 50 пин тенкӗ премие «Зима в Татарстане»  проектăн идейипе стильне чи лайăх кăтартакан çуна тăвакан илӗ. Унсăр пуçне партнерсенчен тӗрлӗ награда пулнине те пӗлтерчӗ вăл.

Командăсенчен завкăсене  февралӗн 5-мӗшӗччен sunny-fest@mail.ru электронлă почта урлă  йышăнаççӗ. Хальхи вăхăтра тӗрлӗ регионтан, çав шутра Ульяновск, Челябинск тата  Киров облаçӗсенчен  командӑсем хутшăнасси паллă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль SunnyФЕСТ зима в Татарстане