Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Августа Уляндинана «Чăваш Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысларӗç

Ӗнер, февралӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен керменӗнче чăваш халăх артисткин Августа Уляндинан юбилей концерчӗ пулчӗ. Юрăç хăй умне лартнă задачăна – ăрусене çыхăнтарас тенине, 200 проценчӗпех пурнăçларӗ.

Ӗнер Шупашкарти Трактор тăвакансен керменӗнче чăваш халăх артисткин Августа Уляндинан юбилей концерчӗ пулчӗ. Эпир унта пӗр сехет маларах çитрӗмӗр. Культура керменӗн алăкӗсем  уçăлманччӗ-ха ку вăхăта, çапах çынсем пуçтарăнма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Кашнин аллинче тенӗ пек чечек çыххи, пит-куçӗсем савăнăçлă. Пурте юратнă артисткăна курма, итлеме килнӗ. Пысăк кантăксенчен анлă вестибюль стени çинчи юрăç сăнӳкерчӗкӗллӗ пысăк баннер курăнать. Çавна пăхса тăратпăр. Фотограф пысăк профессионал пулни сисӗнет – Августа Уляндинан характерне, харизмине, çӳллӗшне лайăх туйса илнӗ вăл. Дива, примадонна пирӗн умра. Çапла шухăшсем явăнчӗç пуçра кӗтнӗ май.    

Тутарстанран эпир йышлăн кайрăмăр çак концерта. Чăваш хӗрарăмсен союзӗнчен кăна 15 çынна яхăн пуçтарăнтăмăр. Унсăр пуçне Августа Уляндинан творчество енӗпе тутар ӗçтешӗсем, юлташӗсем, тăванӗсем. Çапла, мăшăрӗ Тутарстанри Çарăмсан районӗнчен те – тăванӗсем те кунта унăн йышлă.

Çапла калаçкаласа тăрса кӗтнӗ вăхăт та çитрӗ – алăксем уçăлчӗç. Концерт пуçланиччен ал ӗç маçтăрӗсен куравӗпе паллашма май пулчӗ. Хăш-пӗри чăваш капăрлăхӗсене туянчӗ.

Часах хаклă хăнасем те килсе çитрӗç. Кăшт маларах ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, сăмах май юрăçăн ентешӗ, килсе çитрӗç. Унтан ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев мăшăрӗпе Наталья Алексеевнăпа.

Залра пӗр пушă вырăн та çук. Шăнкăрав виççӗмӗш хут янăрарӗ  те сцена карри майпен сирӗлчӗ. Çак самантран асамлăх пуçланчӗ. Сцена çинчен хитре те ачаш музыка шăранса чунри кашни хӗлӗхе сӗртӗнсе вăратрӗ, çӗр пин эмоци çуратрӗ вăл. Паянхи музыка тенденцийӗсем ыйтнипе хальхи çине авалхи чăваш кӗвви хывăннă. Калăн вăл çӗмрен пулса ӗмӗрсем витӗр тухнă... Вăхăт сийӗсене парăнтарса ăрусем маннине аса илтересшӗн. Тем калать, ыйтать, хисет, хушать – малалла утма, ӳкес пулсан та тăрса самана çил-тăвăлне  парăнмасăр талпăнма чӗнет. Акă вăл музыка искусствин вăйӗ. Вăл кӗлӗ евӗр чуна çуса тасатать, ырри, чăнни патне туртать. Дмитрий Тетел ертсе пыракан «Прайм-тайм» симфони оркестрӗ пулчӗ çак тӗнчене туртса кӗрсе каяканни. Зал сывламасăр тăнларӗ. Акă палланă аккордсем, «Атăр, вăййа тухари те» халăх юррипе Пирӗшти евӗр залран тухрӗ артистка сцена çине.

Концертăн пӗрремӗш пайӗ халăх юриисенчен тăчӗ. Куракансемпе те калаçрӗ Августа. «Паян çак залра мана тахçантанпа пӗлекенсем те, тата эпӗ пӗрремӗш хут куракансем те пур. Эсир те мана пӗрремӗш хут куратăр. Сире куçран пăхма, мӗн туйнине туйма маншăн хаклă. Пуринчен ытла пысăк яваплăха туятăп пысăк сцена çине тухсан. Мӗншӗн тесен вăй çитнӗ таран эпӗ ăрусене çыхăнтарма тăрăшатăп. Çакна кăштах та пулин пурнăçлаятăп пулӗ. Паян сире хамăн 35 çул тăршшӗ пуçтарăннă репертуарпа паллаштарасшăн. Паллах, мӗнпур юрра пӗр концерта шăнăçтараймăн, çапах кăштах та пулин», – терӗ халăх артистки куракансене саламласа. Маларах чупса кайса калама пултаратăп. Концерта хак парас пулсан, Августа Уляндина хăй умне лартнă задачăна – ăрусене çыхăнтарас тенине, 200 проценчӗпех пурнăçларӗ.

Çакăн хăççăн оркестр çӗнӗ çемӗ пуçлама хатӗрленчӗ. «Тăхтăр-ха, тăхтăр, – терӗ вăл музыкантсене чарса. – Паян çак залра Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев ларать. Маншăн ку питӗ хаклă», – терӗ юрăçă республика ертӳçине сцена çине тухма чӗнсе. Зал тăвăллăн алă çупса ырларӗ. Олег Николаев Августа Уляндинăна юбилейпе саламласа ун творчестви чăваш культуришӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. «Паян пире çак залра ятарлă юхăм – Августа Васильевнăна халалланă уяв юхăмӗ пуçтарчӗ. Пысăк тав сире пире пухнăшăн. Сирӗн академи пӗлӗвӗ, пысăк талант тата эсир Тăван çӗршыва юратни – çаксем пурте пӗрле чăн-чăн искусствăна çуратнин пысăк тӗслӗхӗ пулса тăраççӗ. Эсир утса тухнă çул хисепе тивӗç. Эсир пултаруллă композитор, тăван культурăна хывнă тӳпе сирӗн ансăр», – терӗ республика ертӳçи артисткăна тав туса. Унтан Олег Николаев  Августа Уляндинана «Чăваш Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медальӗпе чысларӗ.

Хăйӗн хаклă ентешне саламлама Чăваш Енӗн парламент пуçлăхӗ Леонид Черкесов та тухрӗ. «Вăл пирӗн республикăн мухтавӗ. Унăн нумай енлӗ таланчӗ 35 çул ытла куракана чăн искусствăна тӗкӗнме май панипе савăнтарать. Маншăн çак каç уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Эпир Августа Васильевнăпа пӗр çӗр çинче çуралса ӳснӗ, пӗр шкула çӳренӗ. Вăл Чăваш Ен сасси кăна мар, педагог та, обществăлла ӗçчен те. Нумай çулсем Çӗмӗрле ентешлӗхне ертсе пырать. Унăн çитӗнӗвӗсем – пирӗн пӗрлехи мăнаçлăх», – терӗ Леонид Черкесов.  

Сцена çине саламлама тутарстансем енчен те йышлăн пулчӗç. Çавсен хушшинче Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ  Сильвия Чаркина та. Вăл Августа Уляндинана юбилейпе саламласа Тутарстанра иртекен культура мероприятийӗсене хутшăннăшăн, вӗсене çӳллӗ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турӗ.

Концертăн иккӗмӗш пайӗнче Уляндина творчествăлла çул пуçламăшӗнче йӗркеленнӗ «Чăваш Ен», «Çăлкуç» тата «Ярды» ансамбльсемпе юрларӗ.

Виççӗмӗш пайӗ аккапеллăпа пуçланни уйрăмах чуна хумхантарчӗ. Сасă чи вайлă инструмент тесе ахальтен каламаççӗ пуль, уйрăмах унпа пысăк ăсталăхпа ӗçлеме пӗлсен. Унтан   акустика майӗпе темиçе юрă юрларӗ. Питӗ тарăн туйăмсем çуратрӗ çак самант. Ку пайра Августа Уляндинан драмăлла  тарăн сăнарӗ уçăлчӗ. Юрăран юрра кӗвӗ-çемӗ çӗкленӳллӗрех пулса пычӗ. Сцена çине Хусантан килсе çитнӗ «Болгар кызлары» ушкăнпа тухни хăйне тепӗр ен. «Шăпчăксем» юрра вӗсем чăвашла, тутарла, вырăсла юрлани халăхсен туслăхӗн чи çутă палли пулчӗ.

Тăваттăмӗш пайра юрăç çамрăкла чăрсăрлăхпа палăрчӗ. Энерги, пуçа çавăракан туйăмсем авăрне илсе кӗчӗç çак пайри юрăсем. Сцена çине паллă Раççей рэперӗпе Денис Григорьевпа пӗрле тухсан зал тăвăллăн алă çупса йышăнчӗ. Çунтарчӗç вара çăлтăрсем! Хӗлхемсем сирпӗнсе тăчӗç.

Тăватă сехете яхăн пынă концерт калăн пӗр сехетре иртсе кайрӗ. Августа Уляндинан юррисем савăнтарчӗç те, хумхантарса куççуль те кăларттарчӗç, чи кирли, пӗтерӗшли пирки те шухăшлаттарчӗç. Пысăк тав ăна хăйӗн çуралнă кунӗнче пире çакăн пек чуншăн кирлӗ парне тунăшăн.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор тата https://chuvashia.media сăнӳкерчӗкӗсем.       

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура