News by date 24 February 2026
-
Августа Уляндинана «Чăваш Республики умӗнчи тивӗçсемшӗн» орден медалӗпе чысларӗç
Ӗнер, февралӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен керменӗнче чăваш халăх артисткин Августа Уляндинан юбилей концерчӗ пулчӗ. Юрăç хăй умне лартнă задачăна – ăрусене çыхăнтарас тенине, 200 проценчӗпех пурнăçларӗ.
-
Музее çитме ӗлкӗрӗр
Февралӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пенсионерсем Хусанпа республика музейӗсене МАХ мессенджерти цифрӑллӑ ID тӑрӑх тӳлевсӗрех кӗрсе курма пултараççӗ
-
Ятарлă çар операцине посылкăна тӳлевсӗр яма пулать
Раççей Почти Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн Тутарстанра пурăнакансем СВОна янă посылкăсене шутланă. Республикăран 2023 çулта пуçланнă акци шайӗнче пурӗ 14 000 ытла посылкăна тӳлевсӗр адресат патне çитернӗ. Кун пирки ведомстсво пресс-служби пӗлтерет.
-
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен обществознани предметне 9 – 11-мӗш классенче кăна вӗрентеççӗ
2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен обществознани предметне шкулсенче 8-мӗш класра вӗрентме пăрахаççӗ. Малашне ăна 9 – 11-мӗш классенче кăна вӗрентӗç. Çакăн пирки «РИА Новостине» РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
-
Патшалăх çурт-йӗр фончӗ плана 21,5 процента тултарнă
2026 çулта ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе Тутарстанри 3123 çемьене хваттерпе тивӗçтерет. Республикăра кăçал пӗтӗмӗшле 108 çурт (150,6 пин тăваткал метр) хăпартӗç.
-
100 çул шăп тăнă хыççăн Матак ялӗнче каллех чан сасси янăрать
Ял çыннисем панă укçапа Ярославль хулинчен туяннă 8 чана вырăнти пачăшкă Вячеслав протоиерей кӗлӗ туса светить тунă хыççăн ял çыннисем тӗп купол çине вырнаçтарчӗç. Чансен ансамблӗ çитес канмалли кунсенче пӗрремӗш хут янăрӗ. Чиркӗве кăçал 165 çул çитнине шута илсен, ял çийӗн çӗнӗрен чан янрани чăн-чăн парне.
-
Ятарлă сайт ӗçлеме пуçланă
Пилотсăр системăсен çарне контрактпа каякансем валли ятарлă сайт ӗçлеме пуçланине «Татар-информа» Хусанти контрактлă службăна суйласа илекен пунктăн офицерӗ Егор Горячев пӗлтернӗ.