Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине посылкăна тӳлевсӗр яма пулать

Раççей Почти Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн Тутарстанра пурăнакансем СВОна янă посылкăсене шутланă. Республикăран 2023 çулта пуçланнă акци шайӗнче пурӗ 14 000 ытла посылкăна тӳлевсӗр адресат патне çитернӗ. Кун пирки ведомстсво пресс-служби пӗлтерет.

Посылкăна ятарлă çар операцин зонине кирек мӗнле почта уйрăмӗнче те яма пулать. Кун валли адресатăн тулли ятне, унăн çар чаçӗн номерне тата 103400 почта индексне çырсан çителӗклӗ. Тӗп услови – посылкăна почта ӗçченне уçса кăтартмалла, унăн виçи 10 кг ытла пулмалла мар.

Почта ӗçченӗсем çакнашкал посылкăсене приоритетлă йӗркепе йышăнни, ăна вăхăтра адресат патне çитерме пулăшать. Посылкăсене малтан Мускаври логистика центрне ăсатаççӗ, унтан вӗсене Раççей Оборона министерствин представителӗсем илсе кайса адресат патне çитереççӗ.

Ятарлă çар операцине тӳлевсӗр посылкă ярса памалли правилăсем çинчен Раççей Почтин контакт-центрӗнче 8-800-100-00-00 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.

Акци пуçланнăранпа почта Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен СВО хутшăнакансем валли пурӗ 900 000 яхăн посылка çитернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: СВО Почта России посылка