News by tag - посылка
-
Багажа почта урлă яма пулать
Каннă вырăна багажа почта урлă çитерекенсем Тутарстанра йышланса пыраççӗ. Самолета ал тиевӗпе илсе кайма юраман япаласене кирлӗ çӗре малтанах посылкăпа ярса пама е ытлашши харпăр япаласене киле каялла яма питӗ меллӗ пулнине пӗлтерет Раççей Почтин пресс-служби.
-
Ятарлă çар операцине посылкăна тӳлевсӗр яма пулать
Раççей Почти Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн Тутарстанра пурăнакансем СВОна янă посылкăсене шутланă. Республикăран 2023 çулта пуçланнă акци шайӗнче пурӗ 14 000 ытла посылкăна тӳлевсӗр адресат патне çитернӗ. Кун пирки ведомстсво пресс-служби пӗлтерет.
-
Чикӗ леш енчен таврăннă посылкăна тӳлевсерех илме пулать
Маларах ют çӗршыва янă посылка каялла таврăнсан, ăна почта уйрăмӗнче илес тесен хушма тӳлев тӳлемеллеччӗ, унтан компенсаци илме заявлени çырмаллаччӗ. Посылка таможньăран е авиаци службинчен тавăрнă пулсан Раççейри хакне чакарса тулли виçепе компенсаци панă. Анчах посылка чикӗ леш енчен тавăрас пулсан, компенсаци паман.