Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чикӗ леш енчен таврăннă посылкăна тӳлевсерех илме пулать

Маларах ют çӗршыва янă посылка каялла таврăнсан, ăна почта уйрăмӗнче илес тесен хушма тӳлев тӳлемеллеччӗ, унтан компенсаци илме заявлени çырмаллаччӗ. Посылка таможньăран е авиаци службинчен тавăрнă пулсан Раççейри хакне чакарса тулли виçепе компенсаци панă. Анчах посылка чикӗ леш енчен тавăрас пулсан, компенсаци паман.

Халӗ ку йӗркене пăрахăçланă. Кирек мӗнле условире те клиент таврăннă япаласене тӳлевсӗрех илет. Çӗнӗлӗх августăн 1-мӗшӗнчен тытăнса ӗçлеме пуçланă, «Мелкий пакет», «Посылка международная» тата «EMS международное» ăсатусене  пырса тивет.

Раççей Почтин регионти управленийӗн директорӗ Ильнур Махмутов каланă тăрăх, каялла таврăннин сăлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ. Сăмахран, декларацие тӗрӗс мар тултарнă е унта харпăр алă пусни пулмасан Раççей таможнинчен ăсатнине каялла  тавăраççӗ. Авиаци хăрушсăрлăхӗн служби самолетпа турттарма чарнă таварсем пулсан каялла ярса пама пултарать. Палăртнă çӗршыври таможня посылкăра  патшалăх территорине илсе кӗме юраман япаласем пулсан ăна  тавăрать. Ют çӗршыври почта служби адреса уйăрса илеймесен, е вырăнти уйрăмра упрамалли вăхăт вӗçленнӗ посылкăсемпе вак пакетсене те каялла ярать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Почта России посылка