Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Багажа почта урлă яма пулать

Каннă вырăна багажа почта урлă çитерекенсем Тутарстанра йышланса пыраççӗ. Самолета ал тиевӗпе илсе кайма юраман япаласене кирлӗ çӗре малтанах посылкăпа ярса пама е ытлашши харпăр япаласене киле каялла яма питӗ меллӗ пулнине пӗлтерет Раççей Почтин пресс-служби.

Почтă урлă чемодансене, кутамккасене, спорт тата туризм хатӗрӗсене тата ытти харпăр япалана яма пулать. Отпуск вăхăтӗнчех сувенирсем, çывăх çынсем валли парнесем е çӗнӗ туянусем йышлă пулсан япаласен пӗр пайне те киле посылкăпа яма пулать.

Отпуск хăтлă ирттӗр, посылкăсене ярас тата илес ӗç хăвăрт та меллӗ пултăр тесе ведомство посылкăна хатӗрленӗ чухне почта сайтӗнчи е мобильлӗ приложенири почта калькуляторӗпе усă курма май пуррине аса илтерет. Вăл посылкăна кирлӗ вырăна илсе çитермелли вăхăта тата унăн хакне шутлама пулăшӗ. Посылкăна çакăн пек мелпе усă курса ярсан  бонуссем килеççӗ, малашне вӗсемпе усă курса çырусемшӗн е  ытти посылкăсемшӗн тӳлеме пулать.

Посылкăна пуçтарнă чухне почта урлă ярса  пама чарнă япаласен списокӗпе паллашмалла. Раççейре  посылкăпа аэрозольсемпе шӗвексем яма пулать, анчах наркăмăшлă ӳсен-тăранпа хăвăрт пăсăлакан апат-çимӗçе ярса пама юрамасть. Тулли списока  почта сайтӗнче тупма пулать. 

Багаж ăçта çитнине те  сайтра е мобильлӗ приложенире яланах сăнаса тăма май пур.

Раççей Почтин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Почта России посылка