Музее çитме ӗлкӗрӗр
Февралӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пенсионерсем Хусанпа республика музейӗсене МАХ мессенджерти цифрӑллӑ ID тӑрӑх тӳлевсӗрех кӗрсе курма пултараççӗ
Акцие çаксем хутшӑнаççӗ: Тутарстан Республикин Наци музейӗ тата унӑн филиалӗсем (Хусанта 10 филиал, республикăн районӗсенче 2), Хусан Кремлӗн музейӗсем, Патшалӑхăн ӳнер музейӗ, Хусан хулин музей комплексӗ, Свияжск, Пӑлхар, Пӳлер тата Чистай музей-заповедникӗсем.
Çак пуçару – граждансен çӑмӑллӑх илекен категорийӗсем валли йӗркеленӗ «Культура поМАХимуму» пысӑк федераллӑ программӑн пӗр пайӗ. Инвалидсен, нумай ачаллӑ çемьесен культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр кӗме ирӗк пур. Студентсем – çур хакпа билет туянма пултараççӗ. СВОна хутшăннисем тата вӗсен çемйисем те цифрăллă ID-пе усӑ курма пултараççӗ.
Музейсенчи куравсене пăхас текенсен MAX наци мессенджерӗнчи цифрăллă ID çине куçмалла та кӗнӗ чух QR-код кӑтартмалла.
Цифрăллă ID «Госуслуги» приложение кӗнӗ чухне илме пулать. Ӑна усӑ куракан MAX мессенджерта йӗркелет. Улшăнса тăракан QR-код çав хатӗр çинче çеç тӗрӗс, кашни 30 çеккунтра çӗнелет.
https://www.gosuslugi.ru/landing/digital_ID – цифрăллă ID тӑвас енӗпе кăларнă инструкципе çакăнта паллашма пулать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службинчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев