Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх çурт-йӗр фончӗ плана 21,5 процента тултарнă

2026 çулта ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе Тутарстанри 3123 çемьене хваттерпе тивӗçтерет. Республикăра кăçал пӗтӗмӗшле 108 çурт (150,6 пин тăваткал метр) хăпартӗç.

Хальлӗхе çурт-йӗр хута ямалли плана фонд 21,5 процента пурнăçланă, 604 хваттерлӗ 7 çурт хута янă. Çӗнӗ çуртсене Тутарстанри пысăк хуласенче те, район центрӗсенче те хăпартаççӗ. Хваттерсем пурăнма хатӗр, вӗсене сантехникăпа, газ (электричество) плитисемпе, учет приборӗсемпе тивӗçтереççӗ.

Хусанта хальхи вăхăтра 774 хваттерлӗ 5 çурт туса пӗтернӗ. Вӗсенчен тăваттăшӗ Салават Купере пурăнмалли районта, пӗр çурчӗ М-14 микрорайонта вырнаçнă. ‎Хальхи вăхăтра хулара 1528 хваттерлӗ 5 çурт тăваççӗ.  

Çырчаллинче строительство хулан 78-мӗш микрорайонӗнче пырать, унта  161 хваттерлӗ виçӗ çурт хăпартаççӗ. Анат Камăра 29-мӗш микрорайонта 170 хваттерлӗ икӗ çурт, Менделеевскра 60 хваттерлӗ çурт тăваççӗ. Лайăшри «Сайдашева-Юбилейная» микрорайонта виçӗ çурт, Агрызра 23 хваттерлӗ çурт, Сармановăра 24 хваттерлӗ çурт тăваççӗ.

ТР Раисӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотекăн республикăри программине 2005 çултанпа пурнăçа кӗртме тытăннă. Ачаллă çемьесене пулăшасси – «Çемье» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри пулса тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: госжилфонд социальная ипотека Раис РТ