Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен обществознани предметне 9 – 11-мӗш классенче кăна вӗрентеççӗ

2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен обществознани предметне шкулсенче 8-мӗш класра вӗрентме пăрахаççӗ. Малашне ăна 9 – 11-мӗш классенче кăна вӗрентӗç. Çакăн пирки «РИА Новостине» РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.

Çӗнӗлӗх çине куçасси майӗпен пулса пырӗ. Ку вӗренӳ çулӗнче обществознанине 8-мӗш классем те вӗренеççӗ пулсан, çитес вӗренӳ çулӗнчен вăл 9-мӗш класран кăна пулӗ.

Министр каланă тăрăх, обществознанипе пӗрлехи çӗнӗ вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлесе çитернӗ.

 

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование