Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

100 çул шăп тăнă хыççăн Матак ялӗнче каллех чан сасси янăрать

Ял çыннисем панă укçапа Ярославль хулинчен туяннă 8 чана вырăнти пачăшкă Вячеслав протоиерей кӗлӗ туса светить тунă хыççăн ял çыннисем тӗп купол çине вырнаçтарчӗç. Чансен ансамблӗ çитес канмалли кунсенче пӗрремӗш хут янăрӗ. Чиркӗве кăçал 165 çул çитнине шута илсен, ял çийӗн çӗнӗрен чан янрани чăн-чăн парне.

Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗ ӗлӗкренех чиркӳллӗ ял пулнă-ха. Христос Çуралнин чиркӗвне кунта 1861 çулта лартнă. Халăха кӗлле чӗнсе ял илтмелле чан та янăранă ун чух. Шел, ытти çӗрти пекех революци хыççăн малалла ӗçлеймен вăл. 1933 çулта хупса чиркӳ çуртне колхоза панă. 1950 çулта пӗренисене хушса ун вырăнне клуб туса лартнă. Тӗлӗнмелле майпа чанӗ сыхланса юлнă-ха, анчах ӳксе çурăлнипе унчченхи пекех янăрайман. Апла пулсан та 1992 çулта кивӗ шкул çуртне чиркӳ валли парсан тăррине вырнаçтарнах. Матак ял чиркӗвне 1994 çулта светить туса уçнă. 1992 çултан пуçласа паянхи кунччен храма ял çынниех, Вячеслав Кузьмин протоиерей, ертсе пырать.

Ял халăхӗ пулăшнипе храма 2004 çулта тӗпрен юсанă пулнă. Пӗлтӗр тăррине çӗнӗрен витнӗ, пӳрт стенисене тултан сайдингпа çапнисӗр пуçне куполне çӗннисемпе (вӗсене Патăрьелӗнче хатӗрленӗ) ылмаштарнă.

Çитес канмалли кунсенче тата пысăк пулăм кӗтет кунта, 100 çул шăп тăнă хыççăн ял çийӗн каллех чан сасси янăрама тытăнать. Ял çыннисем панă укçапа Ярославль хулинчен 140, 50, 20, 14, 7, 5, 4, 3-шар килограмлă 8 чан туяннă.

Çак ырă ӗç валли укçана ялта тӗпленнӗ тата çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесне саланнă ял çыннисем панă, вӗсем: протоиерей Вячеслав хăй – 30, Дмитрий Ункинпа Николай Люнгин – 100-шер, Владимир Шумилов, Сергей Падюкин, Алексей Сарафанов, Владимир Старшов, Николай Шингарев, Александр Фадеев, Борис Шленский, Алексей Воронов, Андрей Сарафанов – 50-шар, Владимир Кузьминпа Анатолий Кузнецов – 10-шар, Любовь Аттина, Эльвира Романова, Раиса Несина, Виталий Петрянкин, Сергей Тяхин, Виталий Спиридонов – 5 пиншер тенкӗ укçа панă.

Чансене вырăнти пачăшкă кӗлӗ туса светить тунă хыççăн ял çыннисем тӗп купол çине вырнаçтарчӗç. Ӗç вӗçленнипе пӗрех, çитес канмалли кунсенче чансен ансамблӗ ял илтмелле янраса çынсене савăнтарӗ. Чиркӗвӗн кăçал 165 çулхи юбилейӗ пулнине шутра илсен юбилей тӗлне чăн-чăн парне ку.

Сăмах май, кивӗ чан валли те чиркӳрех вырăн тупăннă. Килен-каян валли вăл халь – экспонат, ял историйӗн свидетелӗ.

(В.Старшов сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество