Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă сайт ӗçлеме пуçланă

Пилотсăр системăсен çарне контрактпа каякансем валли ятарлă сайт ӗçлеме пуçланине «Татар-информа» Хусанти контрактлă службăна суйласа илекен пунктăн офицерӗ Егор Горячев пӗлтернӗ.

«Cайтра РФ Оборона министерствипе контракт мӗнле çырмалли çинчен пӗтӗм информаци – парăнакан тӳлевсемпе çăмăллăхсем тата ытти социаллă гарантисем çинчен пӗлме пулать. Унта заявкăна онлайн хăварма пулать, каярах унпа çыхăнса мӗнпур ыйтусем çине  хуравлӗç», – пӗлтернӗ Егор Горячев.

Каласа хăвармалла, январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра РФ Оборона министерствипе контракт çыракансене парăнакан тӳлеве 2,9 миллион тенкӗ таран ӳстернӗ. Ку çӗршывра парăнакан чи пысăк тӳлевсенчен пӗри шутланать. Унсăр пуçне Тутарстанра ятарлă çар операцине  хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пулăшас тӗллевпе виçӗ пин ытла муниципаллă акт йышăннă.

Çӗнӗ çарăн салтакӗсене пилотсăр вӗçекен, çӳрекен, ишекен хатӗрсене, çав шутра «Гераньсене», гусеницăллă «Странник» дронсене, экипажсăр катерсене çӳретме вӗрентӗç. Контрактăн чи пӗчӗк срокӗ – пӗр çулталăк.  Кунсăр пуçне контракт çыракансене урăх çарсене куçармаççӗ. Салтаксене Тутарстанпа юнашар регионсенче вӗрентеççӗ. Пилотсăр системăснн çарне лекес шанăç компьютер вăййисене выляма юратакансен пысăкрах, мӗншӗн тесен вӗсен моторика лайăх аталаннă, вӗсем геймерсем валли интерфейса та хăнăхнă.

Пилотсăр системăсен çарне контрактпа службăна каяс текенсем валли уйрăм хӗрӳ лини уçнă. Кун валли 117 номерпе шăнкăравламалла та 4 цифра çине пусмалла. Енчен те кандидат  контракт çырма юрăхлă пулсан, унăн даннăйӗсене суйлав пунктне парӗç.

РФ Оборона министерствипе Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен http://heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать. Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00 е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: воинская служба Герои СВО #служба по контракту спецоперация