Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çеçпӗл Мишши – пуласлăх поэчӗ

Чăвашсен паллă поэчӗ, кăвар чӗреллӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа ноябрӗн 16-мӗшӗнче 125 çул çитет. 2024 çул пуçланнăранпах Чăваш Енре те, Раççейӗн чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионӗсенче те паллă поэта халалланă мероприятисем – литература каçӗсем, конференцисем, конкурссемпе куравсем – иртеççӗ.

«Сувар» хаçат редакцийӗ те июль уйăхӗнче Хусанти Фестиваль бульварӗнче Çеçпӗл Мишши ячӗпе поэзипе музыка фестивалӗ ирттернине вулакансем астăваççех пуль, унта хутшăннисем, курма килнисем ку мероприятие халӗ те кăмăлтан аса илеççӗ. Шупашкарти Çеçпӗл Мишши музейӗн ертӳçи Антонина Андреева ун чухне: «Эпир кăвар чӗреллӗ поэтăмăра халалланă мероприятипе кӗркунне те Хусана килетпӗр-ха», – терӗ. Чăн та, тепре те кӗтсе илтӗмӗр шупашкарсене.

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Наци библиотекинче каçхине аслă поэтăмăрăн юбилейне халалланă «Чӗре йыхравӗ. Çеçпӗл Мишшине сума суса» регионсен хушшинчи марафонăн черетлӗ мероприятийӗ иртрӗ. Ку мероприяти октябрь пуçламăшӗнче Мускавра пулнă ӗнтӗ. Унта та шупашкарсем пысăк йышпа çитсе килнӗ. Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗ тӗрев панипе Чăваш наци библиотеки йӗркеленӗ мероприятие Хусанта Тутарстан Республикин Наци библиотеки хапăлласах йышăнчӗ. 

Çав кун урамра кунӗпе йӗпе юр çунине пăхмасăр каçпа 17 сехет те 30 минут тӗлне ТР Наци библиотекин музыка залне Хусан чăвашӗсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Чăвашсем кăна та мар, курма пынисен хушшинче вырăссем те, тутарсем те самаяхчӗ. Эппин пурнăçӗнче Тутарстан çӗрӗ те вырăн тупнă Çеçпӗл пуриншӗн те хаклă.

Музыка залне кӗнӗ çӗрте Çеçпӗл Мишшин сăнне ӳкернӗ, мероприяти пирки çырнă баннер тăрать. Шала кӗрсен аслă поэтăн кӗнекисен куравӗ, унăн пурнăçӗ çинчен çырнă буклетсем куç тӗлне пулаççӗ – Чăваш наци библиотекин ӗçченӗсем тăрăшнă ӗнтӗ. Çакăнтах Çеçпӗл Мишшипе çыхăннă картинăсем пур. Ахальскерсем мар-мӗн вӗсем. Хальхи саманара наукăпа технологисем пулăшнипе ӳкерчӗке те чӗрӗлӗх кӗртме пулать иккен. Смартфонти ятарлă приложенипе куар-код çине тӗллемелле те... ак тамаша – ӳкерчӗксем чӗрӗлсе тăраççӗ! Çеçпӗл сывă! Мӗн кăна тума çук хальхи технологисемпе…

Мероприятие Чăваш наци библиотекин ӗçченӗ Ольга Тимофеева йӗркелесе ертсе пычӗ. Чи малтан вăл ТР Наци библиотекин директорне Мадина Тимерзяновăна сăмах пачӗ. Вăл Тутарстанпа Чăваш Ен наци библиотекисем час-час пӗрлехи мероприятисем ирттересси ырă йăлана çаврăннине палăртрӗ. Çеçпӗл Мишши, кӗске ӗмӗр пурăннă пулсан та, тăван халăхӗшӗн, литературăшăн калама çук пысăк ӗçсем тунине каларӗ. 

Пухăннисене ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдуллин та саламларӗ. Хăй Чăваш Республикинче çуралса ӳснине кура Çеçпӗл Мишшине, унăн пултарулăхне ачаран лайăх пӗлет иккен вăл. Çеçпӗле тутар поэчӗпе Хади Такташпа танлаштарма пулать терӗ. Иккӗшӗн те шăписем пӗрешкелтерех, иккӗшӗ те кăвар чӗреллӗ çынсем, ӗмӗрӗсем кӗске пулнă... Ркаил Рафаилович Çеçпӗл Мишшин «Çӗнӗ кун» сăввине тутарла вуласа пачӗ. 

ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗн Татьяна Казакован саламне Чăваш наци библиотекин директорӗн çумӗ Татьяна Баймушкина вуласа пачӗ, ТР Наци библиотекин коллективне çак мероприятие ирттерме пулăшнăшăн тав сăмахӗ каларӗ. Чăваш наци библиотеки ятӗнчен Хусанти ӗçтешӗсене парнесем пачӗ. Мадина Тимерзянова та парăмра юлмарӗ – Шупашкартан килнӗ делегацири кашни çыннах илемлӗ шоперсем парнелерӗ. 
Тутарстанри чăваш çыравçисен ятӗнчен ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» республика хаçачӗн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова сăмах каларӗ.

«Çеçпӗл Мишши пысăк талантлă поэт пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Çав хушăрах вăл чаплă прозаик та пулнă, çакна эпир унăн Анастасия Червякова патне çырнă çырăвӗсенчен те куратпăр. Мӗнле илемлӗ чӗлхепе, мӗнле пысăк туйăмсемпе çырнă. Çеçпӗлӗн сăввисене эпир паян та вулатпăр, тепӗр çӗр çултан та вулӗç. Вăл хăйӗн сăввисенче пурăнать», – терӗ Ирина Федоровна.

Пирӗн, аслисен, ачасене кӗнеке вулама хăнăхтармаллине аса илтерчӗ, çак мероприятисене хатӗрлесе ирттерекенсене тав турӗ.

Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ, ТР ЧНКА ертӳçин пӗрремӗш çумӗ, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев Çеçпӗл хăй пурăннă саманара питӗ харсăр çын пулнине, хăй хыççăн ыттисене ертсе пыма пӗлнине асăнчӗ. 
Çеçпӗл Мишшин пурнăçӗ, пултарулăхӗ пирки çыравçăсем, литературоведсем, ăсчахсем, таврапӗлӳçӗсем нумай çырнă. Пурăннă вăхăтра хăйӗн кӗнекине алла тытса курма пӳрмен ăна. Кӗнеке кăларма мар, сăввисем те шутлă кăна пичетленнӗ. Çапах та талантлă поэтăн сăввисене халăх манман – хăй вилнӗ хыççăн темиçе çултан унăн кӗнекисем кун çути курнă. Поэтăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ, унăн еткерлӗхне еплерех упрани пирки тӗлпулура Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн наукăн аслă сотрудникӗ Вера Никифорова, Чăваш наци библиотекин наци литературипе библиографи уйрăмӗн заведующийӗ Галина Соловьева, Çеçпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева каласа пачӗç. Çеçпӗлӗн литературăри, театр постановкисенчи, фильмсенчи сăнарне ЧР тава тивӗçлӗ артистки Надежда Кириллова уçса пачӗ. Чăваш халăх артистки Елена Хорькова-Шурту Çеçпӗл Мишшин сăввисене вуларӗ. Светлана Гордеева поэтесса кăçал кун çути курнă «Пурӑн, пирӗн Çеçпӗл! Живи, наш Сеспель!» кӗнекепе паллаштарчӗ. Унта 90 авторăн Çеçпӗле халалланă чăвашла тата вырăсла сăввисем пичетленнӗ. 

ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, поэтесса, драматург, тележурналист Марина Карягина та Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнӗ тӗле ятарласа кăларнă «Çӗн Кун ачи» кӗнекипе паллаштарчӗ тӗлпулăва пынисене.

«Пирте кашнинче Çеçпӗл пурăнать, унсăрăн эпир çакăнта пуçтарăнман пулăттăмăр. Вăл хутла пӗлекенсем сахал пулнă саманара та чăваш чӗлхи нихăçан та пӗтмессине ӗненсе сăвăсем çырнă. Çӗр çул иртсен те унăн сăввисем янраççӗ. Унăн сăмахӗсем пире малалла пурăнма, ӗçлеме вăй параççӗ. Çеçпӗл хăй вăхăчӗшӗн те пуласлăх поэчӗ пулнă, паян та çапла», – терӗ Марина Федоровна. Ачасене чăвашла калаçтарса ӳстересси кашни чăвашăн тивӗçӗ пулнине çивӗччӗн аса илтерчӗ.

Юлашкинчен Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗн артисчӗсем Марина Карягинан «Çӗн Кун Ачи» пьеси тăрăх лартнă спектаклӗн сыпăкне кăтартрӗç. Çеçпӗл рольне Сергей Никитин, Анастасия Червяковăна – Надежда Полячихина, поэтăн ашшӗпе амăшне Николай Дмитриевпа Ирина Архипова вылярӗç. Куракансем сывламасăр тенӗ пек пăхрӗç спектакль сыпăкне, поэтăн синкерлӗ шăпи кашнин чунне ыраттарчӗ. Тăвăллăн, тахçанччен алă çупрӗç артистсене.

Мероприяти вӗçленсен Çеçпӗл Мишши Хусанта пӗрле пухнă чăвашсем асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. Чăваш наци библиотекин ӗçченӗсем литература каçне килнӗ кашни çынна Çеçпӗл Мишшин Анастасия Червякова патне çырнă çырăвӗсене пухса пичетлесе кăларнă пӗчӗк кӗнекене парнелерӗç. 
 
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели