Фарид МУХАМЕТШИН: «Ял канашӗ — пирӗн тӗрев, власть органӗ, вăл çынсен ыйтăвӗсене вырăнта татса пама кирлӗ»
«Хам пирки калас пулсан, арăм ыйтнă пек тивӗçлӗ канăва тухма пулмарӗ. Çӗршывшăн йывăр та кăткăс вăхăтра ӗçре юлма ыйтрӗç», – терӗ паян декабрӗн 25-мӗшӗнче, çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртнӗ пресс-конференцире ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин. Парламент ӗçӗ, республикăри паллă пулăмсем тата ытти ыйтусем пулчӗç кун йӗркинче.
Çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртекен çулленхи пресс-конференцире Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗп ыйтусен шутне ятарлă çар операцине, Халăхсен хушшинчи мероприятисене, парламентăн закон кăларас пуçарăвӗсене, РФ Патшалăх Думинчи вырăнӗпе пӗлтерӗшне, депутатсен çӗнӗ пухăвӗн ӗçне, ют çӗршывсен парламенчӗсемпе çыхăнса ӗçленине кӗртрӗ. Ятарлă çар операцине хак парса Раççей Президенчӗ Владимир Путин ăна пуçарса çӗршывпа ун халăхне тата та пысăкрах инкексемпе çухатусенчен упраса хăварчӗ тесе пӗтӗмлетрӗ.
«Декабрь вӗçӗнче шăпах 100 кун çитет депутатсен çӗнӗ корпусӗ ӗçлеме пуçланăранпа. Парламент йышӗ 40 процента çӗнелчӗ. 100 депутатран 23-шӗ Патшалăх Канашӗнче тăтăш ӗçлекенсен шутӗнче, парламентăн комитечӗсемпе комиссийӗсен йышӗ улшăнмарӗ. Пуринчен ытла мана парламентра тӗрлӗ парти представителӗсем пурри савăнтарать. Çак хушăра пирӗн пата çынсенчен килнӗ ыйтусене пӗрне те шута илмесӗр хăварман», — терӗ Фарид Мухаметшин. Парламент пуçлăхӗ депутатсен ларăвӗсене уççăн ирттернине асăнса çакă граждан обществипе власть органӗсен хутшăнăвӗсене уçăмлăрах тунине асăрхарӗ. Мӗн ӗç тунине кура çынсем власть çине шансарах пăхма тытăнаççӗ. Сăмах май, кăçал парламентарисем патне çынсенчен 3248 ыйту çитнӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ кил-çуртпа коммуналлă хуçалăхпа, экономикăпа, вӗрентӳпе, сывлăх сыхлавпа, социаллă хӳтлӗхпе, çул-йӗрпе, çӳп-çап турттарассипе, шывпа çутă кӗртессипе çыхăннă. Калас пулать, Тутарстан парламентарийӗсем РФ Патшалăх Думинче те закон проекчӗсем сӗнессипе пуçарулăх кăтартаççӗ. Нумай пулмасть кăна Валентина Матвиенко ирттернӗ ларура пирӗннисем коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтарассипе закон проектне тӳрлетӳсем кӗртме сӗннӗ. «Ак эсир хăвăр та çӳп-çап контейнерӗсем лартнă çӗрте вӗсем тавра строительство çӳп-çапӗ, каснă йывăç турачӗсем тата ыттине куратăр пулӗ. Оператор контейнерти çӳп-çапа илсе каять те таврарине пуçтармасть. Ăна пирӗн пуçтармалли пирки законра ним те каламан тесе тӳрре тухаççӗ. А кам пуçтармалла ăна? Тирпейсӗрле пурăнмалла-и? Çавăнпа хамăр енчен закон коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă закон проектне тӳрлетӳсем кӗртме сӗнтӗмӗр. Ун йышши пуçарусем пирӗн татах та пур. Пӗтӗмпе 4 закон пуçарăвӗпе тухнă эпир Патшалăх Думине, — терӗ Фарид Мухаметшин. — Хам пирки калас пулсан, арăм ыйтнă пек тивӗçлӗ канăва тухма пулмарӗ. „Çитрӗ, ӗмӗр тăршшӗпе эс ӗçре. Ачасене те хамах ӳстертӗм“, — тет ӗçрен кайма хистесе. Анчах пирӗн шăпа çапла патшалăх ӗçченӗсен. Çӗршывшăн йывăр та кăткăс вăхăтра ӗçре юлма ыйтрӗç».
Парламент пуçлăхӗн сăмахӗпе, иртсе пыракан çул обществăпа политика, социаллă культура пулăмӗсемпе асра юлӗ. Экономика кăтартăвӗсене те асăнмасăр хăвармарӗ. Регионăн пӗтӗмӗшле продукцийӗ (ВРП) 103,2 процентпа, промышленность производствин индексӗ 103,9 процентпа, ял хуçалăх продукцийӗ 108,2 процентпа, строительство ӗçӗсем 118,4 процентпа, ВРП 5 триллион тенкӗпе танлашнине ырласа палăртрӗ.
Хусанта иртнӗ БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсен саммитне, Раççейпе Китайăн «РОСТКИ» экономика форумне асăнса ку Раççей Президенчӗ Владимир Путин Тутарстан çине пысăк шанчăкпа пăхнине кăтартать тесе пӗтӗмлетрӗ. «Республика умӗнче тăракан задачăсене те ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа, Тутарстан Правительствипе, муниципаллă власть органӗсемпе пӗрле ăнăçлă татса патăмăр. Нумай нациллӗ халăхăн ӗçченлӗхӗ пире мӗнпур йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшать. Ку çула эпир ăнăçлă вӗçлетпӗр», — терӗ Фарид Мухаметшин.
Уйрăммăн парламент пуçлăхӗ ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вӗсен çемйисене, Лисичанскпа Рубежное хулисене тӗрлӗ енлӗ пулăшу парасси çинче чарăнчӗ. Сăмахран, «Единая Россия» парти СВО пуçланнăранпа тӗрлӗ кирлӗ япалапа 179 тиев машини ăсатнă. «Патшалăх Канашӗнче ятарлă çар операцине хутшăннă тăватă депутат пирӗн. Вӗсен опычӗ закон шайӗнче çак категорие кӗрекен граждансене закон шайӗнче тивӗçлӗ те кирлӗ пулăшу пама пулăшать», — терӗ Фарид Хайруллович.
Çитес çул Аслă Çӗнтерӗвӗн 80-çуллăхне палăртнине асăнса çамрăксене патриотизмла воспитани парасси, истори тӗрӗслӗхне упрасси çине пысăк тимлӗх уйăрассине каларӗ.
Журналистсен вырăнти хăйтытăмлăх йӗркеленӗвӗпе çыхăннă ыйтăва хуравласа Фарид Мухаметшин 2025 çулта та Тутарстан хăйӗн позицийӗ çинче çирӗп тăрассине палăртрӗ. Сăмах кунта вырăнти хăйтытăмлăха икӗ шайлă системăран пӗр шайлине куçарасси пирки пырать. Калас пулать ку закон проекчӗпе ӗç тахçантанпа пырать. Ун концепцийӗпе килӗшӳллӗн, 2028 çул тӗлне ялпа хула хутлăхӗсем районсемпе пӗрле муниципаллă е хула округӗсене пӗрлешмелле, вӗсен канашӗсемпе администрацийӗсене вара пуçӗпех пӗтермелле. Ку вăхăта çак закон енӗпе 744 тӗрлӗ тӳрлетӳ кӗртнӗ. Тутарстансене закон проекчӗ килӗшмест. Вӗсен шучӗпе яллă территорисемшӗн ку меллӗ мар. «Тутарстанăн 4 миллион ытла çыннинчен виççӗмӗш пайӗ ялта пурăнать, ытларах пайӗ ватăсем. Пурăнан пурнăçра çутă та сӳнет, шыв та пӗтет, ытти проблемăсем. Пурте ял канашне каяççӗ. Пӗр шайлă система çине куçас пулсан вӗсен мӗн кашни ыйтупа, çав шутра вак-тӗвекпе те хула округне каймалла-им? Çавăнпа эпир хамăрăн шухăш çинче малашне те çирӗп тăрăпăр. Ял канашӗ — пирӗн тӗрев, власть органӗ, вăл çынсен ыйтăвӗсене вырăнта татса пама кирлӗ», — терӗ парламент пуçлăхӗ. Сăмах май, паяна Раççейӗн 20 регионӗ муниципаллă влаçăн пӗр шайлă системи çине куçнă, тепӗр 26-шӗ куçма хатӗрленет.
Çивӗч ыйтусен шутӗнче миграци политики, республикăн бюджет йӗркеленӗвӗ, наци проекчӗсен пурнăçланăвӗ те пулчӗ. Мигрантсем тенӗрен çитес çулта вӗсене хăш-пӗр отрасльте ӗçе илмессе пултараççӗ. Ку ТР Раисӗн пуçарăвӗ, хушу проекчӗпе килӗшӳллӗн, 10 отрасльте вӗсене ӗç памасса пултараççӗ. Çак йышăну халăхсен хутшăнăвӗсене мӗнлерех витӗм кӳрӗ-ши? Тен ют çӗршыв çыннисем купипе пирӗн патран тухса кайма пуçлӗç, килме пăрахӗç? Фарид Мухаметшин шучӗпе, енчен те Раççее ӗçлеме килме ирӗк илнӗ пулсан, вăл вырăс чӗлхине пӗлет пулсан ун пеккисене тӗрев пама тивӗçлӗ. Ун сăмахӗпе, Тутарстанра ку енӗпе пысăк проблема сиксе тухмалла мар.
Юлашкинчен Фарид Мухаметшин журналистсене çитес Çӗнӗ çулпа саламласа парламент ӗçне çулталăк тăршшӗпе çутатнăшăн тав турӗ. «Эсир республикăра пурăнакансемшӗн, патшалăх власть органӗсемшӗн питӗ те кирлӗ ӗç тăватăр», — терӗ вăл. Çӗнӗ çултан мӗн кӗтнине, мӗне шанатăр тесе ыйтсан: «Хуть мӗнле ӗç пуçлас умӗн те Турăран ăнăçлăх ыйтатăп. Чи кирли сывлăх, çывăх çынсем, тăвансем, пурте сывлăхлă пулччăр. Çитес çул пуриншӗн те ырă, çăмăлрах пултăр, телей пурне те», — пӗтӗмлетрӗ Фарид Мухаметшин.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк gossov. tatarstan. ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев