News by date 25 December 2024
-
Республикӑри Ҫӗнӗ ҫул ёлкине 17 пин ача ҫитсе курчӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе ҫулсерен иртекен Республика ёлки Хусанта паян, декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть Арена» пӑр керменӗнче иртрӗ.
-
Фарид МУХАМЕТШИН: «Ял канашӗ — пирӗн тӗрев, власть органӗ, вăл çынсен ыйтăвӗсене вырăнта татса пама кирлӗ»
«Хам пирки калас пулсан, арăм ыйтнă пек тивӗçлӗ канăва тухма пулмарӗ. Çӗршывшăн йывăр та кăткăс вăхăтра ӗçре юлма ыйтрӗç», – терӗ паян декабрӗн 25-мӗшӗнче, çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсемпе иртнӗ пресс-конференцире ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин. Парламент ӗçӗ, республикăри паллă пулăмсем тата ытти ыйтусем пулчӗç кун йӗркинче.
-
Чун ăшшипе çыхнăскерсем
Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Ирина Краснова нумаях пулмасть «Одноклассники» социаллă сетьре хăй çыхнă нускисемпе çапăннă сăнӳкерчӗкне вырнаçтарсан нумайăшӗ ăна тав туса çырчӗç. Çывăхрах паллашас шутпа ятарласах тӗл пултăм унпа.
-
Тăван чӗлхесемпе республика олимпиади вӗçленнӗ
Тутарстанра 9-11 классенче вӗренекенсем «Дуслык» вӗрентӳпе сывлăха çирӗплетмелли центрта чăваш, удмурт, мари тата мăкшă чӗлхипе пӗлӳсене тӗрӗсленӗ. Олимпиада тӗрӗслевӗсӗр пуçне вӗсем çӗнӗ пӗлӳсемпе хăнăхусем те илсе кайнă тӗлпулуран, хушма мероприятисемпе тематика семинарӗсене те хутшăннă.