Тăван чӗлхесемпе республика олимпиади вӗçленнӗ
Тутарстанра 9-11 классенче вӗренекенсем «Дуслык» вӗрентӳпе сывлăха çирӗплетмелли центрта чăваш, удмурт, мари тата мăкшă чӗлхипе пӗлӳсене тӗрӗсленӗ. Олимпиада тӗрӗслевӗсӗр пуçне вӗсем çӗнӗ пӗлӳсемпе хăнăхусем те илсе кайнă тӗлпулуран, хушма мероприятисемпе тематика семинарӗсене те хутшăннă.
Элкел районӗнчен килсе çитнӗ Ольга Салюкова, олимпиадăна хутшăнакансен вӗрентекенӗ, хăйӗн вӗренекенӗсемпе кăмăллă юлчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, унăн ачисем çӗнтерӳсемпе малти вырăнсене йышăнакансем. Педагога чăваш чӗлхепе калаçакан ачасен йышӗ чакни кăна пăшăрхантарать.
Чӑваш чӗлхипе литературипе çӗнтерӳçӗсемпе призерсем Аксу, Алексеевски, Элкел, Апас, Пӑва, Çӗпрел, Анат Кама, Теччӗ тата Черемшан районӗсенче вӗренекенӗсем пулса тӑчӗç.
Олимпиадӑн тӗп задачисенчен пӗри – тăван чӗлхене вӗренессипе интереслентересси. Çак тӗллевпе «Аталан» пӗрлешевӗн çамрӑкӗсем те хутшăнчӗç мероприятие, вӗсем ачасем валли тематика вӑййисемпе конкурссем ирттерчӗç.
Сăнӳкерчӗксем mon.tatarstan.ru сайтран тата Аксу районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн «Вконтактери» ушкăнӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев