Республикӑри Ҫӗнӗ ҫул ёлкине 17 пин ача ҫитсе курчӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе ҫулсерен иртекен Республика ёлки Хусанта паян, декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть Арена» пӑр керменӗнче иртрӗ.
Республикăри районсемпе хуласенчен шкул ачисем Хусана 12.00 сехет тӗлне çитрӗç, Тутарстанăн тӗп хулинче пурăнакансене 16.00 сехет валли чӗннӗччӗ. Пурӗ мероприятие 17 пин ача хутшăнчӗ, çав шутра 9261-шӗ ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисенчен, 7739-шӗ вӗренӳре, тӗрлӗ пултарулăхра, спорт ăмăртăвӗсенче, общество пурнăçӗнче пысăк çитӗнӳсем тунисем. Йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи тата сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем те хутшăнчӗç мероприятие.
Зала маларах çитнӗ куракансене кичемленсе ларма памарӗç, «Движение Первых» юхăмăн хастарӗсем вӗсене юрлаттарчӗç, ташлаттарчӗç, выляттарчӗç.
«Çӗнӗ çул – чи кӗтнӗ тата чи çутă çемье уявӗ. 2024 çул Тутарстаншăн пысăк çӗнтерӳсемпе тата çитӗнӳсемпе палăрчӗ. Республикăри студотрядсемпе юнармеецсем – çӗршывра чи лайăххисем. Пирӗн шкул ачисем тӗнчери олимпиадăсемпе форумсен çӗнтерӳçисемпе лауреачӗсем пулса тăчӗç. Эпир сирӗнпе кашнинпе мухтанатпăр. Сире аталанма тата лайăх пӗлӳ илме пулăшас тесе инфраструктурăна аталантаратпăр. Хаклă ачасем, кирек мӗнле лару-тăрура та пӗр-пӗринпе туслă пулма, пӗр-пӗрне пулăшма пӗлӗр. Эсир – пирӗн çӗршывпа республика пуласлăхӗ!» – терӗ ачасене Рустам Минниханов.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене вăл уйрăммăн чӗнсе каларӗ.
«Сирӗн аçăрсем – чăн-чăн паттăрсем. Вӗсемпе республика тата пӗтӗм çӗршыв мухтанать. Эпир вӗсене Тăван çӗршыва паттăрла хӳтӗленӗшӗн тата патриотизмӗшӗн тав тăватпăр», – палăртрӗ ТР Раисӗ.
Рустам Минниханов саламӗ хыççăн асамлă юмах пуçланчӗ. Спектакль сюжечӗ «Вăхăт çӗршывӗнче» аталанать, унта пурне те авалхи сехетсем тытса тăраççӗ. Тӗп сăнарсем ăс-хакăлпа туйăмсен шкулӗсенче вӗренеççӗ. Кашни çул вӗсем икӗ шкул хушшинче чи лайăххине тупса палăртма тӗл пулаççӗ. Анчах хальхинче асамлă сехетсене çӗмӗреççӗ, юсама май шыраççӗ. Çул çинче тӗл пулакан юмахри персонажсем ачасене йăнăшсене тӳрлетме, хăйсене шанма тата хăйсен тивӗçне палăртма пулăшаççӗ. Çапла пӗр-пӗринпе туслă пулсан кăна çитӗнӳ тума пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев