Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче Тутарстан агропромышленность сферинче хăй вырăнне упраса хăварса ертӳçӗ регион пулнине палăртрӗç

ТР Патшалăх Канашӗн комитечӗсенче Правительствăн Отчетне сӳтсе явасси малалла пырать. Паян Министрсен Кабинечӗн Отчетне Экологи, çутçанталăкпа усă курасси, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе ун çумӗнчи Экспертсен канашӗн пӗрлехи ларăвӗ иртрӗ.

ТР Патшалăх Канашӗн комитечӗсенче Правительствăн Отчетне сӳтсе явасси малалла пырать. Паян Министрсен Кабинечӗн Отчетне Экологи, çутçанталăкпа усă курасси, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе ун çумӗнчи Экспертсен канашӗн пӗрлехи  ларăвӗ иртрӗ. Ăна Комитет председателӗн çумӗ Назип Хазипов ертсе пычӗ. Лару ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов хутшăнчӗ.

Калас пулать, Правительство Отчечӗ кăткăс ӗç, ăна министерствосемпе ведомствосен коллегийӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тӗпе хурса хатӗрлеççӗ. Кайран депутатсене паллашма ярса параççӗ. Отчета парламентăн профильлӗ комитечӗсенче сӳтсе яваççӗ.

Правительство ӗçӗпе кунхинче ТР экономика министрӗн пӗрремӗш çумӗ Олег Пелевин, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Азат Зиганшин, ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн çумӗ Марсель Махмутов паллаштарчӗç.

Олег Пелевин палăртнă тăрăх, 2025 çулта республикăра туса илекен пӗтӗмӗшле продукци (ВРП) калăпăшӗ 5 триллион та 730 миллиард тенкӗпе танлашнă. Ӳсӗм шайӗ – 102,9 процент. Промышленность производствин индексӗ 109,9 процентпа танлашнă. Промышленность потенциалӗн 20 процентне ятарлă экономика зонисем, промпарксем  йӗркелеççӗ. Республика экономикине кӗртнӗ пай 9,3 процентпа танлашать. Пӗчӗк тата вăтам бизнес та аталанса пырать. Паяна республикăра вӗсен шучӗ 185,5 пин. Экономикăра вӗсен пайӗ 24,3 процентпа танлашать.    

Ӗçмелли шыв сахал çӗрте ăна шырама хушнă

Парламентарисем ял хуçалăхпа апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗ тата экологи ыйтăвӗсене пысăк тимлӗх уйăрчӗç. Азат Зиганшин сăмахӗпе, экологи паян специалистсен ӗçӗ кăна мар. Ун ыйтăвӗсем тӗрлӗ наукăсене, ученăйсене, çӗнӗ технологисене, кашни çынна пӗрлештерсе тăраççӗ. Тутарстанра ку енӗпе хăйне евӗр модель йӗркеленнӗ – патшалăх, наука, бизнес тата общество. Юлашки 8 çулта республикăра çутçанталăка сыхлас енӗпе 107 миллиард тенкӗлӗх 1300 ытла мероприяти йӗркеленӗ. Вӗсем экологие 117 миллиард тенкӗ чухлӗ сăтăр кӳрессинчен упраса хăварса 3,5 миллион çыннăн пурнăç пахалăхне ӳстернӗ.

2025 çулта «Экологи» нацпроект вырăнне «Экологи ырлăхӗ» нацпроект хута кайнă. Тутарстан «Раççей шывӗ», «Вăрмансене упрасси», «Хупă цикл экономики» федераллă проектсене хутшăннă. Çутçанталăка сыхлас енӗпе пӗтӗмпе 8 пуçару палăртса хунă. Ытларах пайӗ «Раççей шывӗ» проектпа çыхăннă.

Туйăн уйӗсен рекультивацийӗ тӗп ӗçсен шутӗнче. Ку çăмăл ӗç мар. Паяна объект хатӗрлӗхӗ 93 процент. Геотубăсене туйăнсен 86 процентне уçласа кӗртнӗ.

Пӗлтӗр çак программа шайӗнче Çырчаллинче Мелекеска юханшывăн çыранне тасатассин 2-мӗш тапхăрӗ пуçланнă. Планра Çырчаллинчи Чăнлă, Хусанти Нокса юханшывӗсене тасатасси пур.   

 2025 çулта шыв хуçалăхӗпе çыхăннă 26 мероприяти ирттерсе тăхăр юханшывăн çыранне тасатнă, 5 гидротехника хатӗрне юсанă, виçӗ шыв-шур объектне сыватнă. Тутарстанра çӗр айӗнчи ӗçмелли шывăн 425 вырăнне шута илнӗ. Вӗсен запасӗ талăкне 2 миллион кубпа танлашать. Çак ресурспа эффективлă тата пӗлсе усă курма 2022-2024 çулсенче ТР Раисӗн тӗревӗпе анлă ревизи тунă.

«Ревизи кăтартăвӗсемпе вăхăта сая ямасăр лицензилемелли 600 яхăн шыв илмелли вырăн тупса палăртнă. Ревизи ӗçмелли шыв сахал пурăнмалли вырăнсене палăртма та пулăшрӗ. Ку проблемăна татса парас тӗллевпе шырав ӗçӗсене ирттерме тытăннă. 2025 çулта шырав ӗçӗсене Сарман, Тури Услон, Теччӗ районӗсенче вӗçленӗ. 2026 çула Апас, Арск, Кукмор, Нурлат, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче шырав ирттерме палăртса хунă», – пӗлтерчӗ Азат Зиганшин.

Ведомствăн надзор ӗçне илес пулсан инспекторсем пӗлтӗр ытларах санкцилемен çӳп-çап куписем, каяш шывсем, çӗр айӗнчи пяунлăхсене  законсăр майпа чавса кăларнипе тӗл пулнă. Çапла майпа 400 çынна административлă явап тыттарнă. Сăтăр кӳнӗшӗн 97 миллион тенкӗлӗх 178 тавăç панă.

Тутарстан паяна сӗт туса илессипе Раççейӗпе те чи пысăк производитель шутӗнче

Ял хуçалăх отраслӗн ӗçӗпе Марсель Махмутов паллаштарнă. Ун сăмахӗпе, производство енӗпе пӗлтӗрхи çул ăнăçлă пулнă. Туса илнӗ продукцин калăпăшӗ 400 миллиард тенкӗрен иртнӗ. Ӳсӗм – 107,3 процент. Апат-çимӗçпе тирпейлекен промышленноçăн пӗтӗмӗшле кăтартăвӗ 772 миллиард тенкӗпе танлашнă. «Раççейӗн Ял хуçалăх министерствипе ТР Правительстви хушшинчи Килӗшӗве илес пулсан аграрисем лартнă плана пурнăçланă», – палăртрӗ министр çумӗ.

5 çул хушшинче ял хуçалăхпа апат-çимӗç промышленноçӗн   модернизацине 193 миллиард тенкӗлӗх инвестициленӗ. Вӗсен ытларах пайӗ çӳллӗ технологисен проекчӗсене кайнă.

2025 çулта республикăра 524 пин тонна аш, 1 миллиард та 636 миллион ытла çăмарта, 2 миллион та 378 тонна сӗт туса илнӗ. «Тутарстан паяна сӗт туса илессипе Раççейӗпе те чи пысăк производитель шутланать. Çавăнпа та сӗт рынокӗнче хаксем выляни ытларах пире витӗм кӳреççӗ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх йӗркеленӗвӗсен сӗт хакӗ НДС-сăр пуçне 34,72 тенкӗпе танлашать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан хак 9,39 тенкӗ чухлӗ йӳнерех. Çулталăк пуçламăшӗнчен сӗт хакӗ 4,27 тенке чакрӗ. Икӗ çула яхăн сӗт чӗр таварӗн хакӗ пысăк пулнă хыççăн паян эпир ваккăн сутассин стагнацине куратпăр (экономикăра, социаллă сферăра, суту-илӳре тата ыттинче те аталану çукки). Сӗт продукцин хакӗ ӳснӗ вăхăтра çынсен тупăшӗ юлса пырать. Çавна май производительсен склачӗсенче сӗт продукцин запасӗсем 35 процент таран ӳссе кайнă. Çак лару-тăруран тухассине сӗт продукцине экспорта ярассинче куратпăр», – терӗ Марсель Махмутов.  

Марат Ахметов шучӗпе, сӗт хакӗ ял хуçалăх производителӗсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ фактор. «Миллиард çурă тенкӗ çухататпăр уйăхне кун пек хаксемпе. Республикăшăн ку çав тери кирлӗ ыйту», – терӗ нумай çулсем ял хуçалăх министрӗнче вăй хунăскер.

Министр çумӗн сăмахӗпе, ку вăхăтра тӗп вырăнта умри ака ӗçӗсем. «Хальлӗхе çулталăк ăнăçлă йӗркеленсе пырать. Кӗрхи культурăсен 98 проценчӗ лайăх лару-тăрура», – терӗ вăл.

Марсель Махмутов сăмахӗпе, республикăн апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗ паян пӗчӗк хуçалăхсенчен те нумай килет. 2025 çулта вӗсем 160 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцийӗ хатӗрленӗ. Ку 2024 çулхинчен 6 процент ытларах. Çав вăхăтрах фермăсен шучӗ 2,4 процент чухлӗ чакнă. 2025 çулта пӗчӗк хуçалăхсене тӗрев памашкăн  1,5 миллиард тенкӗ уйăрнă. ТР Раисӗн хушăвӗпе сăвăнакан ӗнесен  шутне ӳстерме тата 184 миллион хушса панă. Ӗне пуçне парăнакан субсиди 6,3 пин тенке çитнӗ.  Унсăр пуçне ытти енлӗ субсидисем те палăртнă.  

Докладчиксене итленӗ хыççăн пӗтӗмлетӳ туса Комитет  председателӗн çумӗ Назип Хазипов санкцисен лару-тăрăвне пăхмасăр Тутарстан АПК сферинче хăй вырăнне упраса хăварнине, ку енӗпе ертӳçӗ регион пулнине палăртрӗ. «2025 çулти кăтартусемпе эпир ял хуçалăх продукцине туса илессипе лидерсен шутӗнче юлтăмăр. Продукци калăпăшӗ 400 миллиард тенкӗрен иртни лайăх кăтарту», – терӗ вăл.

Ун сăмахӗпе, халӗ районсен умӗнче мăйракаллă шултра выльăх шутне тытса пырасси тӗп вырăнта пулмалла.   

Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.        

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Государственный Совет РТ