News by date 6 April 2026
-
Пирӗн эрăчченхи IV ӗмӗрти экспонатсем ТР Наци музейӗнче
Апрелӗн 05-мӗшӗнче ТР Наци музейӗ хăйӗн çуралнă кунне çӗнӗ куравпа паллă турӗ
-
Патшалăх Канашӗн ларăвӗнче Тутарстан агропромышленность сферинче хăй вырăнне упраса хăварса ертӳçӗ регион пулнине палăртрӗç
ТР Патшалăх Канашӗн комитечӗсенче Правительствăн Отчетне сӳтсе явасси малалла пырать. Паян Министрсен Кабинечӗн Отчетне Экологи, çутçанталăкпа усă курасси, агропромышленноçпа апат-çимӗç политикин комитечӗпе ун çумӗнчи Экспертсен канашӗн пӗрлехи ларăвӗ иртрӗ.
-
Ялта ӗçлекен тухтăрсене пӗр миллион тенкӗ тӳлесшӗн
Раççейри ытти регионсенчен тата СНГ çӗршывӗсенчен Тутарстанри фельдшерпа акушер пункчӗсене (ФАП) ӗçлеме килекенсене пӗр миллион тенкӗ тӳлеме палăртнă. Кун пирки ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Ильнур Сибгатов ТР Патшалăх Канашӗн бюджет комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.
-
Кашни шăнкăравлакана ан шан!
Хусанта пурăнакан 91-ти карчăкăн пухăннă укçине вăрлас шутпа усал шухăшлисем килти телефонӗ çине шăнкăравланă.
-
Тăватă районта уйрăм вырăнсене шыв илнӗ
Пӗр талăк хушшинче республикăн тăватă районӗнче шыв илни пирки пӗлтерет МЧСăн Тутарстанри Тӗп Управленийӗн пресс-служби.
-
Кăштах кулăш
Вӗрентекен: – Эпӗ ӳсӗретӗп, эсӗ ӳсӗретӗн, вăл ӳсӗрет. Мӗнле вăхăт ку? Петюк: – Хӗллехи!
-
Каçпа ăшă-тăк – çуркунне те ăшă пулать
Ака уйăхӗн 6-мӗшӗ – Артемон. Каçпа ăшă-тăк – çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан – выльăх-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан – хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан – сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.
-
Эрнелӗх гороскоп 06.04 – 12.04
Пӗр-пӗринпе хутшăннă чух ытларах пӗрпеклӗхсем тупма тăрăшмалла, çапла тусан юлташланма та пулӗ. Пӗр-пӗринчен уйрăлса тăни çине ытларах пăхсан калаçма сăмах тупаймăпăр. Илеме çивӗч туйни пултарулăха аталантарса кил-çурт валли е тум-юма илемлетме паха эрешсем ăсталама хистет.