Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни шăнкăравлакана ан шан!

Хусанта пурăнакан 91-ти карчăкăн пухăннă укçине вăрлас шутпа усал шухăшлисем килти телефонӗ çине шăнкăравланă.

Хӗрӗ çул-йӗр çинче авари тунă, ăна полицирен çăлса хăварас тесен 1,5 миллион тенкӗ хатӗрлесе хумалла имӗш ун. Карчăк çухалса кайман, хайхисене итлесе пӗтермесӗрех трубкине хунă та хӗрне хăйне шăнкăравланă. Çапла майпа 1 миллион тенкине вăрлама паман.

***

Шел, Анат Камăри 1961 çулхи арçын çӳлерех асăннă кукамай пек тума ăс çитереймен. Социаллă хӳтлӗх ӗçченӗн ятӗнчен шăнкăравласа пенси укçи ӳснине пӗлтерекен хӗре тӳрех шанса СМС-çырупа килнӗ кода каличчен малтан хыпара социаллă хӳтлӗх уйрăмне кайса е шăнкăравласа тӗрӗсленӗ пулсан шар курмастчӗ. 

Малалли яланхи схемăпах пынă: шулӗксем ун ячӗпе кредит илсе ВСУна янă тесе улталанă, «ФСБ» тӗрмепе хăратса банкри укçине илсе курьертан парса яма хушнă. Чи интересли – «кураторӗсем» видеоçыхăнупа çыхăнса банк сотрудникӗсем ан сисчӗр тесен хăйне мӗнле тытмаллине вӗрентни. Банкри укçана илме малтан заявка панă вăл, тепӗр кун кассăра дача туянма кирлӗ тесе 1350000 тенкине илнӗ. Унтан укçана килӗ умне килнӗ çынран ятарлă пароль каласа парса янă. Хайхисем тепӗр кун каллех шăнкăравласа тепӗр миллион тенкӗ тупма, хваттерне урăх çын çине çыртарма ыйтсан тин хăйне улталанине ăнланса илнӗ вăл.

***

Çакнашкал суеçӗсен аллине тепӗр хӗрарăм та лекнӗ. Мессенджерсенчен пӗринче Росфинмониторингпа Центробанк ятӗнчен шăнкăравласа такамсем унăн аккаунтне çӗмӗрсе кӗнине, укçине вăрлама пултарассине ӗнентернӗ. Шут çинчен илсе укçана курьертан парса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Пысăк суммăна хӗрарăм пайласа темиçе кун курьерсем урлă парса янă. Укçи пӗтсен тин хăйне улталанине ăнланса илнӗ. 

!!!  Тепӗр хут аса илтеретпӗр: ФСБ граждансене укçа ыйтăвӗпе нихăçан та шăнкăравламасть. Палламан çынсем хушнине пурнăçличчен малтан хуть мӗнле информацие те тӗрӗслемелле.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество #ОсторожноМошенники