Ялта ӗçлекен тухтăрсене пӗр миллион тенкӗ тӳлесшӗн
Раççейри ытти регионсенчен тата СНГ çӗршывӗсенчен Тутарстанри фельдшерпа акушер пункчӗсене (ФАП) ӗçлеме килекенсене пӗр миллион тенкӗ тӳлеме палăртнă. Кун пирки ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Ильнур Сибгатов ТР Патшалăх Канашӗн бюджет комитечӗн ларăвӗнче пӗлтернӗ.
Министрсен кабинечӗн постановленийӗн проектне хальхи вăхăтра ытти ведомствăсем сӳтсе яваççӗ. Тӳлеве пӗтӗмешле практика тухтăрӗсене, пульмонологсемпе гинекологсене парӗç. Пурӗ тӗрлӗ регионтан, çав шутран ют çӗршывсенчен, 569 специалиста ялта ӗçлеме явăçтарасшăн. Программа Тутарстанра пропискăра тăракан медиксене пырса тивмест.
Унсăр пуçне республикăн сывлăх сыхлав сферине медицина аслă шкулӗсенчен вӗренсе тухнă 1400-1600 çамрăка явăçтарма палăртнă. Тухтăрсем вӗрентекен ертсе пынипе патшалăх медицина учрежденийӗсенче тата ОМС программипе ӗçлекен уйрăм клиникăсенче пӗр çултан пуçласа виçӗ çул çурă таран ӗçлемелле. Килӗшмесен çамрăк специалистсем медицина практикине тытса пыма çӗнӗ срока аккредитаци илеймӗç.
Хальхи вăхăтра ТР сывлăх сыхлав сферине тухтăрсемпе тивӗçтересси 71 процентпа танлашать. Тухтăрсем питӗ çитменни пӗчӗк хуласенче, тӗслӗхрен Пӗкӗлмере палăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев