Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Эрнелӗх гороскоп 06.04 – 12.04

Пӗр-пӗринпе хутшăннă чух ытларах пӗрпеклӗхсем тупма тăрăшмалла, çапла тусан юлташланма та пулӗ. Пӗр-пӗринчен уйрăлса тăни çине ытларах пăхсан калаçма сăмах тупаймăпăр. Илеме çивӗч туйни пултарулăха аталантарса кил-çурт валли е тум-юма илемлетме паха эрешсем ăсталама хистет.

ТАКА 21.III – 20.IV

Финанс лару-тӑрӑвӗ ку эрнере савăнтармасть, укçăра упрамалла.  Харкам хутшăнусенче те, профессире те йывӑрлӑхсене çӗнтерме вăй хумалла. Эрне вӗçленнӗ çӗре йăлт йӗркеллӗ пулать, çухатнă япалăра тупса паракансем те пулӗç. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Ку эрнере пысăк ыйтусене татса пама васкамалла мар, ытларах сăнамалла. Çак кунсенче сăлтавсăр «сăмах сăвăрса» вăхăта ирттернине çăлтăрсем сивлеççӗ, çӗнӗ ӗçе хăнăхнине, хушма пӗлӳ илнине – ырлаççӗ. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Тавлашусене пула, пӗр-пӗринпе ки­лӗшӳ тупайманнипе çемьере чашăк-кашăк шакăртатсах тăрать. Сахал пӗ­лекен çынсене çемйӗре ан кӗртӗр. Иккӗленӳллӗ проектсене пуçăнса теветкелленмелле мар.

РАК 22.VI – 22.VII 

Сирӗнте иксӗлми хăват вăй илет. Эсир халиччен пăшăрханнисем, хумханнисем çухалаççӗ, çӗнӗ идейăсемпе малалла кайма хавхаланатăр. Тахçан курман юлташăрсем хăнана килеççӗ. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ савăнтарать.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Çак эрнере çине тӑрса ӗçлени харама каймасть. Ӗçтешӗрсем, пуçлăх ӗçӗр питӗ тухăçлă пулнинчен чăннипех тӗлӗнӗç. Мухтавăр çӳле çӗкленсен те мăнкăмăлланма ан хăйăр, çитес эрнерех çынсенчен пулăшу ыйтма тивӗ. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Хăвăр тӗллӗн вӗренсе пӗлӗвӗре ӳстерме меллӗ вăхăт, пысăк проект­сене пуçăнакансене ăнăçу кӗтет. Çак кунсенче çемье çавăрас текенсене çăлтăрсем пулăшаççӗ. Ӗçлӗ партнерсем интереслӗ идейă­сем сӗнеççӗ. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Хӗрарăмсем ку эрнере уйрăмах илемлӗ, ытарайми илӗртӳллӗ. Ар­çынсем ӗç çине ытла пысăк тимлӗх уйăр­ни мăшăрӗсене килӗшмӗ. Финанс ыйтăвӗсене татса пама пулăшакан сумлă тус тупма май пур. 

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Çак кунсенче профессире çитӗнӳсем тума, юлташăрсемпе хутшӑнусене çирӗплетме, финанс лару-тӑрӑвне лайăхлатма ӗлкӗретӗр. Пултарулӑхăра, профессионализмпа ӗçченлӗхӗре пула халь хуть мӗнле идейăна та пурнăçлаятăр. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Вăрăм хӗл хыççăн профилактика процедурисем ирттерсе сывлăха çирӗплетме лайăх вăхăт. Ӗçре отпуск илни халӗ сирӗншӗн питӗ усăллă пулӗччӗ. Шăмшак кӑна мар, шухӑш-кăмăлăр та таса та сывă пултăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрнере сирӗн нумай хумханма, пăшăрханса иккӗленме, кулянма тивет. Кирлӗ-и сире ку ӗç, çитӗнӳ тăвасси пулӗ-и – нимӗн те паллă мар. Шанăçа çухатса эрленме кирлӗ мар, çыннăн яланах хăйӗн пултарулăхне, вăйне кăтартма май пур.

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Ку эрнере хӗрарӑмсене кӑмӑллаканӗсем парнесемпе сюрпризсем парса савăнтарӗç. Пулăмсене, çынсене ăнланасси ӳсет. Ку сирӗншӗн пит усăллă пулӗ – карьера тума та пулăшӗ, ăс-хакăла та анлăлатӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Сирӗн ку эрнере пысӑк улшӑнусем пулаççӗ – качча тухатăр е авланатăр, урăх çӗре пурăнма куçатăр е ӗç вырăнне улӑштарма май килӗ. Анчах çăлтăрсем венчет çӗрри тăхăниччен ыйту çине хурав кӗтеççӗ: юрататăр-и, сирӗн çын-и пулас мăшăр?

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп