Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Каçпа ăшă-тăк – çуркунне те ăшă пулать

Ака уйăхӗн 6-­мӗшӗ – Артемон. Каçпа ăшă-­тăк – çуркунне те ăшă. Çак кун çумăр çусан – выльăх­-чӗрлӗхшӗн лайăх çул; юр çусан – хуратул ăнса çитӗнет; сивӗ пулсан – сӗлӗпе виртен пысăк тухăç кӗтмелле.

Ака уйăхӗн 7-мӗшӗ – Пăлхавăшни. Çак кун ӗçлеме юрамасть. Çумăр çусан – ыраш ăнать, аслати авăтсан – мă йăр витри-витрипе татмалăх пулать. Çумăр çусан çу тăршшӗпех çумăрлă пулать.

Ака уйăхӗн 8-мӗшӗ – Гавриил. Çак кун çанталăк мӗнле – юпа уйăхӗн 8-мӗшӗ çапла пулать. Çурçӗртен çил вӗрсен çулла сивӗ пулать. Çак кун пакша курни – ăнăçăва.

Ака уйăхӗн 9-мӗшӗ – Матрена. Текерлӗк (чибис) каçпа кăшкăрать-тӗк – тепӗр кун уяр пулать; аялтан вӗçет пулсан – типӗ кунсем вăрах пулаççӗ. Эрешмен курни аван паллă.

Ака уйăхӗн 10-мӗшӗ – Илларион. Çак кун тӗлне пирвайхи çурхи чечексем курăнма пуçланă. Ула кураксем лупашкара çăвăнаççӗ – çулла ăшă та çумăрлă пулать.

Ака уйăхӗн 11-мӗшӗ – Марк, хурăн йывăççин кунӗ. Хурăн шывӗ юхтараççӗ. Вăл чирлӗ çынсене сиплет, юна тасатать. Хурăнран сӗткенӗ чамасăр нумай юхать-тӗк – çулла йӗпе пулать. Çырма-çатрара пăр кайнă – тухăç ăнса пулать.

Ака уйăхӗн 12-мӗшӗ – Иван. Çак кун килти хӗрт-сурт алхасать теççӗ. Мăн асатте-асаннесем выльăх-чӗрлӗхе çӗр каçма витене хупса хума хушнă, кил хуçисене хăйсене те пӳрте шал енчен питӗрме сӗннӗ. Çил кăнтăртан вӗрсен çулла шăрăх пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы