Пирӗн эрăчченхи IV ӗмӗрти экспонатсем ТР Наци музейӗнче
Апрелӗн 05-мӗшӗнче ТР Наци музейӗ хăйӗн çуралнă кунне çӗнӗ куравпа паллă турӗ
131 çулхи музей хранилищинчи чи «ватă» экспонатсене – Авалхи Египетпа Авалхи Тӗнче – курава тăратнă. Пирӗн эрăччен 3600 çула яхăн каялла усă курнă япаласене XXI ӗмӗрте çывăхран курма питӗ кăсăк. Пирӗн эрăчченхи IV ӗмӗрти тăмран тунă вазăпа «кӳршӗллӗ» Рим аллинчи Египетра пирӗн эрăн III–IV ӗмӗрӗсенче усă курнă хунар тăрать. «Александр Македонский вăхăтӗнче çӳренӗ укçасем те пур экспозицире», – сăмах май тенӗ пек асрхарӗ музейӗн генеральнăй директорӗ Айрат Файзрахманов курава уçнă чух. Авалхи Египетпа çыхăннă предметсем, фараонсен династийӗсене те сăнласа параççӗ, анчах вӗсенчен нумайăшӗпе тӗн йăли-йӗркине тытса пыма усă курнă.
Пӗтӗмпе экспозицире 167 экспонат. Вӗсем пурте Хусанта упранаççӗ, чылайăшне пӗрремӗш хут куракан умне кăларнă.
Чи пӗрремӗш экспоната – авалхи Римри пирӗн эрăчченхи 360 çулсенче эрехе шывпа хутăштармалли тăм кратера Иван Федорович Лихачев вице-адмирал шăллӗн Андрей Федоровичăн коллекцийӗнчен туянса музее парнеленӗ. Кăçал меценатăн юбилейне анлăн паллă тăватпăр, мартăн 31-мӗшӗнче вăл çуралнăранпа 200 çул çитрӗ. Хусанта пӗрремӗш халăх çӳреме тунă музей уçма пуçаракансенчен пӗри пулнă вăл. Пӗрремӗш парнерен пуçланнă та ырă йăла – музее çуралнă кунпа историшӗн хаклă япаласем парнелесси. Иван Федоровичпа пӗр шухăшлисем ку ӗçре пулăшса хавхалантарнă: ыркăмăллăх ӗçӗсене хастар хутшăнакан О.С. Александрова-Гейнс, хула пуçӗ С.В. Дьяченко, профессор Н.Ф. Катанов тата Хусанта пурăнакан, хулана юратакан, историпе кăсăкланакан нумай-нумай çын. СССР вăхăтӗнче музее парне парас йăла пӗтнӗ, çӗнӗрен 1997 çулта пуçланнă. Паянхи куна ТР Наци музейӗнче 960 пин экспонат. Регионсенчи музейсенчен вăл чи пысăкки, чи пуянни шутланать.
Апрелӗн 5-мӗшӗнче уçăлнă куравăн экспоначӗсенчен нумайăшне Хусан университечӗн профессорӗ Николай Высоцкий парнеленӗ.
Çӗнӗ куравăн ячӗ «Кабинет редкостей». Ку пире аваллăхах илсе каймасть, паллах, анчах «Вăтам ӗмӗрсенче, XVIII тата XIX ӗмӗрсенче Европăри паллă коллекционерсен сентрисем çинче çапларах йӗркепе лартса тухнă-тăр мӗн тупнине, туяннине» , – текен шухăш пуçа килет. Куравăн кураторӗсем ТР Наци музейӗн ӗçченӗсем, наука сотрудниӗсем – Леонид Ширяев тата Дмитрий Бугров. Пӗрремӗш экскурсие Леонид Ширяев ертсе пычӗ.
Ф.Фадеева сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев