Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Петр Мускатиновăн тепӗр икӗ ылтăн медаль

Июлӗн 3-мӗшӗнче Хусанта сывлăх енчен çирӗп маррисен хушшинче çăмăл атлетика енӗпе Тутарстан Республикин черетлӗ чемпионачӗ иртрӗ. Ăмăртăвăн тӗп триумфаторӗсенчен пӗри хальхинче те – Петр Мускатинов.

Петр Мускатиновăн ку чемпионатра та икӗ ылтăн медаль. Пӗрремӗш вырăна тухса пъедесталăн чи çӳллӗ картлашки çине икӗ хутчен хăпарнă вăл. Пӗрремӗш ылтăн медале спортсмен-ентешӗмӗр 1500 метрлă дистанцие коляскăпа чупса тивӗçнӗ, иккӗмӗшне йӗтре тӗртсе.

Çӗпрел районӗнче Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан çак пултаруллă чăваш спортра пысăк çитӗнӳсем тăвать. Вăл – алă вăйӗ виçессипе, йӗтре тӗртессипе Тутарстанăн темиçе хут чемпионӗ, Раççей, Халăхсен хушшинчи ăмăртусен çӗнтерӳçи.

Петр Мускатинова черетлӗ наградăсене тивӗçнӗ ятпа эпир те саламлатпăр, ӳлӗмрен те тӗрлӗ шайри ăмăртусенче çӗнӗ рекордсем тума ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк Çӗпрел район пуçлăхӗн М.Гафаровăн МАХри каналӗнчен тата П.Мускатиновăн «ВКонтактери» страницинчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана Спорт чемпионат